01 августа 2017 г.
Шурут районти ытти ялсенчен чиркỹ тата мăнастир пулнипе уйрăлса тăрать. Чиркĕвне Христос Турă çуралнă ятпа хăпартнă, хĕрарăмсен мăнастирĕ вара Ивер Турă Амăшĕн ячĕпе хисепленет. Мăнастир чиркĕвĕнче Георгий Полищук протоиерейпе Анатолий Багильдинский иерей черетлесе кашни кунах служба ирттереççĕ.
Мăнастир пирки каласан, Ивер Турă Амăшĕн храмĕн алăкĕ пуриншĕн те уçă: вăл кашни кун каç пуличченех ĕçлет. Паянхи кун тĕлне 338 тăваткал метр йышăнакан обительте пурăнакан 25 çын ялта кăна мар, Тăван çĕршывра, Çĕр-Аннемĕр кăкăрĕ çинче пурăнакансене кашнине Турă инкек-синкекрен, усал-тĕселтен упраса усратăр, çынсен чун-чĕрисене лăплантартăр, канăçлăх кỹтĕр, ĕненỹпе тата шанчăкпа пурăнма çĕнĕ вăй-хал хуштăр тесе кунсеренех кĕлĕ тăвать. Хальхи вăхăтра служба нумай асап тỹссе вилнĕ чирсенчен сыватакан çветтуй Пантелеймон ячĕпе хисепленекен храмра иртет. Йывăçран тунă храмра паянхи кун Ивер Турă Амăшĕн пысăк турăшĕ упранать.
- Обитель 2001 çулта хута кайнă. Пире кунта Улатăрти хĕрарăмсен мăнастирĕнчен куçарчĕç. Игуменья пулма Кирилла аннене шанчĕç. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăс ялĕнче революциччен чиркỹ пулнă. Анчах та иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче ăна ватса-çĕмĕрсе пĕтернĕ, турăшсене те хисепсĕре кăларнă. Апла пулин те, Турă пулăшнипе, хăшпĕр турăшсем сыхланса юлнă. Вĕсенчен пĕри - Ивер Турă Амăшĕн сăнĕ, - паллаштарчĕ мăнастир историйĕпе Анфуса анне.
Çак турăша çуннă вырăнта тупнă. Малтанхи тапхăрта унăн сăнне пачах та уйăрма пулман, каярах, вăхăт иртнĕçем, майпен-майпен хĕрарăм сăнĕ палăрма пуçланă. Каярах вара, "турăш умĕнче чĕререн ыйтсан ĕмĕт пурнăçланать е сывалтăм" текенсем те чылайăн тупăннă. Паллах, ку хăват, пулăм чĕререн ĕненнипе çыхăннă.
Уяв тата вырсарни кĕллисенче çынсене кунта вырăн ирĕклĕ те çителĕклĕ пултăр тесе мăнастирте 2014 çулта çĕнĕ чиркỹ тума пуçланă. Хальхи вăхăтра кунта пулас чиркĕвĕн стенисене купалас ĕç çеç пырать-ха. Чиркỹ тăвассине хăвăртлатас тесе тĕне ĕненекенсемпе ялти ырă кăмăллă çынсем хăйсем пултарнă таран укçа-тенкĕ парса пулăшкалаççĕ, анчах çакă çителĕксĕртерех.
- Стенисене купаласа пĕтернĕ хыççăн çивиттине витме пуçăнăпăр. Куполсем туянса вĕсене вырнаçтарса лартмалла, чанĕсем те кирлĕ. Кунсăр пуçне чиркỹ ăшĕнчи ĕçсем те сахал мар - стенисене штукатуркăпа витмеллинчен пуçласа служба ирттерме кирлĕ хатĕр-хĕтĕр таранах. Паллах, палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçлама укçи-тенки те кирлĕ, - тет Анфуса анне. - Çак сăваплă ĕçе тунă çĕре çынсем харăссăн, пĕр шухăшлăн пулса, кар тăрсан çеç Турă çуртне килес çулсенче вĕçлейĕпĕр.
Чылай çынран: "Чиркĕве кĕрсен хама пĕлĕт çинчи пек туятăп, Турă çуртĕнче çăмăл та чунра канлĕ", - тенине илтме пулать. Ара, урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен чиркỹ вăл - этеме Турăпа пĕрлештерекен сăваплă та хăватлă вырăн. Ăна туни вара - çĕр çинчи чи пархатарлă ĕç. Апла пулсан, чиркỹ тума пулăшни те Турă умĕнче ахаль пулмĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"