01 августа 2017 г.
"Комсомольски районĕнчи нумай функциллĕ центр" автономи учрежденийĕ кăçалхи 6 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Паянхи кун нумай функциллĕ центрта патшалăхăн тата муниципалитетăн 155 тĕрлĕ пулăшăвне илмешкĕн май пур. Центра пыракансем валли консультаци илмелли, документсем йышăнмалли тата хатĕррисене памалли 7 "чỹрече" ĕçлет. 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта центрта тĕрлĕ енлĕ 9594 пулăшупа тивĕçтернĕ, çав шутран федераци тата республика шайĕнчисем пурĕ - 8376, муниципалитет шайĕнчи - 73 тата ытти тĕрлĕ пулăшу.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай функциллĕ центрта йышăннă пулăшусенчен федераци бюджетне кĕнĕ патшалăх пошлини 1518,8 пин тенкĕпе танлашнă. Унăн 25 проценчĕ е 379,7 пин тенки республика тата район бюджечĕсене таврăнать.
О.ГРИГОРЬЕВА,
Комсомольскинчи нумай функциллĕ центр директорĕ.
Источник: "Каçал Ен"