АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук пулăшать

01 августа 2017 г.

Чăваш Енре кăçалхи кăрлач -çĕртме уйăхĕсенче мĕнпур шайри бюджетсене налук органĕсем администрацилекен тỹлевсене 20,1 миллиард тенке яхăн пухнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 114,6 процент.

Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - асăннă виçере хушма хакран илекен налук тỹпи уйрăмах пысăк: 32 процент. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекеннин те курăмлă - 27 процент. Усламран тỹлекен налук пайĕ 20,6 процентпа танлашнă.

Федерацин бюджетне 7,2 миллиард тенкĕ ытла хывнă (пĕлтĕрхипе танлаштарсан - 117,8 процент), территори бюджетне - 13,7 миллиард тенке яхăн (ỹсĕм 13 процента яхăн). Республика бюджетне тата вырăнсенчи бюджетсене кĕнĕ укçан тĕп пайне, 41 процент ытла, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налукпа тивĕçтернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика