01 августа 2017 г.
Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче - хĕрỹ ĕç вăхăчĕ.
Вĕсем выльăх-чĕрлĕх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлес тесе тăрăшсах ĕçлеççĕ. Ял çыннисем çумăрлă çанталăка пула вăраха кайнă ĕçсене уяр кунсенче çине тăрсах пурнăçлаççĕ.
Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем нумай çул ỹсекен курăксене 4856 гектар çинче çулнă пулсан, пĕр çул çитĕнекеннисене 428 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Унсăр пуçне 6224 тонна утă, 17690 тонна сенаж тата 4860 тонна силос янтăланă та ĕнтĕ.
Çав вăхăтрах çĕре кĕрхи культурăсем валли хатĕрлес ĕç те пырать. Асăннă тапхăр тĕлне 1825 гектар çĕр хатĕр.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
тĕп агроном.
Источник: "Каçал Ен"