АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукамайăн "ылтăн çỹпçи"

28 июля 2017 г.

"Вĕрентекен" сăмах пĕлтерĕшĕ калама çук анлă. Ĕмĕр тăршшĕпе кам кăна вĕрентмест пире: атте-анне, асатте-асанне, кукаçипе кукамай, аслă аппасемпе пиччесем, учительсем, юлташсем...

Апла пулин те, ман шухăшпа, чăн-чăн вĕрентекен - пурнăç.

...Ырă туйăмлă аса илỹсен ытамĕнче ларатăп. Куç умĕнчен савăк та хаваслă вăхăтсем, тулли кăмăлпа ирттернĕ ачалăхăн паха саманчĕсем пĕрин хыççăн тепри кинори пек шуса иртеççĕ. Аса илỹ çăмхине сỹтсе яратăп та куç умне юратнă кукамай сăнарĕ тухса тăрать. Ыррине, пахине нумай панă вăл мана. Тĕрĕссипе, ăс-хакăл çỹпçи тейĕттĕм ăна. Пирĕн вăхăтра ялсенче ача сачĕсем пулман. Шкул çулне çитиччен манашкал шăпăрлансем вăхăта ытларах асламăш-кукамăшĕпе ирттернĕ.

Манăн та ачалăхăм Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнче кукаçипе кукамай ытамĕнче иртнĕ. Чи пĕрремĕш мăнукĕ пулнăран-ши, хăйĕн хĕрĕ вырăннех хуратчĕç. Кукаçи ăста платник пулнăран ялан тĕнчереччĕ. Пушă вăхăтра та хăйĕн мастерскойĕнчен тухма пĕлместчĕ: чỹрече рамисем, сĕтел-пукан, кĕрепле таврашсем ăсталатчĕ. Анчах та сăмахăм ман паян ытларах юратнă кукамай çинчен.

Кукамай çинчен каласа пама çăмăл мар, мĕншĕн тесен чи кирлине сиктерсе хăварассăн туйăнать. Кукамая ялта хисеплесе Анастасия Федоровна, Наççа аппа, кума, инке тесе чĕнетчĕç. Кỹршĕ ялсенче пурăнакансем те паллатчĕç, пĕлетчĕç ăна. Ытахальтен мар. Калама çук ырă кăмăллăччĕ вăл, унра тĕлĕнмелле ăшă тапса тăратчĕ. Кукаçипе кукамай пĕрле 4 ывăл та 3 хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Çемьене пĕр чăмăра чăмăртаса тăраканĕ, пурне те çепĕç кулăпа ăшă туйăм парнелекенĕ - кукамай, ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ. Шкулта та туллин вĕренме май килмен, ятарлă пĕлỹ те илмен вăл. Анчах та пурнăç шкулне алла илнĕ, пурнăç вăрттăнлăхне аван пĕлнĕ.

Тин кăна çуралнă чарăнми йĕрекен пепкесене лăплантарма пĕлетчĕ, çынсене тĕлĕксен пĕлтерĕшне каласа паратчĕ.Тĕрлĕ чир-чĕртен халăх меслечĕпе, курăксемпе сипленмеллине те чухлатчĕ. Çанталăк пулăмĕсене те тавçăратчĕ. Кăмпана, çырлана, мăйăра, çăлкуç тапакан вырăна, утара ертсе çỹретчĕ. Хăйĕнпе пĕр вăхăтри çынсем патне кайнă чухне те хăвармастчĕ. Çула май вара ỹсен-тăран, кайăк-кĕшĕк, чĕр-чун тĕнчипе паллаштаратчĕ. Пушă вăхăтра ал ĕç вăрттăнлăхĕсене уçатчĕ, чăваш апатне янтăлама хăнăхтаратчĕ... Çывăрас килмен вăхăтсенче каçсерен, çепĕç те ачаш сассипе юмах тĕнчине илсе каятчĕ. Мĕн тĕрлине кăна юптарса паман-ши?

Мĕскĕнлĕх кукамайра нихăçан та пулман. Ултавпа икĕ питлĕхе, элекленине, мухтаннине, куштанланнине, вĕçкĕнленнине тỹсме пултараймастчĕ. Ачисене те, мăнукĕсене те çавăн пек пулма вĕрентетчĕ. Эпир мĕнпе те пулин йăпанса хавасланнă вăхăтра - савăнатчĕ, кил-йышра хуйхă-суйхă пулсан ăна пуринчен малтан вăл ăнланса илетчĕ, палăртмалла мар ирттерсе яма тăрăшатчĕ.

"Кăна çапла ту", - тесе кăнт-таммăн та тỹрремĕнех каламастчĕ вăл. Вăрттăн меслетсемпе усă куратчĕ. Урай шăлнă чухне çỹп-çап таврашне хăварсан е лайăх типĕтмесен пулас упăшку шакла пуçлă, ĕçекен арçын пулать, япаласене хытă пăрса çакмасан - ачу сĕлекеллĕ, ачаш пулать, тетчĕ. Тумтире вырăнсăр пăрахсан усал ерет тесе асăрхаттаратчĕ. Тен, ахаль сăмахсемпе каланă пулсан, ăша вырнаçман та пулĕччĕ. Кĕскен те ытарлăн калатчĕ. Тирпее вĕрентнĕ мĕн пĕчĕкрен. Пусма картлашкине те хăйăрпа, кусарпа хырса çутаратчĕ. Типсен вăл сап-сар пулатчĕ, хĕпĕртесе сăнатчĕ ман ĕçе, мухтаса та илетчĕ. Савăннипе тата та ытларах тăрăшаттăм.

Унăн вĕрентĕвĕ пирки вĕçĕ-хĕррисĕр çырма пулать. Вăрттăнлăха упрама, сăмаха шăл хушшинче тытма вĕрентетчĕ. "Çăвартан тухни хăлхана кĕретех, чултан та шыв тухать теççĕ" - вĕрентетчĕ ăслă кукамай. Пурнăç пурăнса курнă çын ачасене мĕн вĕрентсе каламаллине, еплерех сĕнỹ-канаш памаллине, мĕнле сăмахсемпе каласа чуна витермеллине пĕлнех ĕнтĕ. Унăн чунĕ витĕр мĕн чухлĕ хĕн-асап, кỹренỹ-тарăху, савăнăç-хĕпĕртỹ тухман-ши? Пурпĕрех хăй тỹснĕ хура-шура ачисене кăтартасшăн марччĕ, ывăл-хĕрĕн кун-çулĕ тикĕс те вăрăм пултăр, пурнăç çулне ăраскаллă утса тухмалла пултăр тесе пил паратчĕ: "Ĕмĕре йĕркеллĕ пурăнса ирттерме пуçра - ăс, алăра - ĕç, чун-чĕрере çирĕп сывлăх та ырă кăмăл кирлĕ", - тетчĕ кукамай. Çынсемпе те, тăван-хурăнташпа та лăпкă та ăшшăн калаçатчĕ, Турра ĕненсе унран пулăшу ыйтатчĕ, çавăнпа хăйне аван туятчĕ.

Куккасемпе аппасем тăван килне тăтăшах килсе çỹретчĕç. Шăкăл-шăкăл калаçса-шỹтлесе ларатчĕç. Сасса хăпартса вырăнсăр сăмахсемпе пĕр-пĕрне кỹрентернине вара астумастăп. Çын хуйхăрнă чухне те асăрхануллă, ăшпиллĕ пулма вĕрентетчĕ. Кивçен ыйтаканăн кăмăлне яланах тивĕçтеретчĕ. "Мăшăрна путсĕр сăмахсемпе кỹрентерни мана намăслантарни пулать", - тетчĕ ывăл-хĕрне. 7 пĕртăван кукамай пилне асран яман. Пурте хăйсен вырăнне тупнă, çемйисемпе килĕштерсе пурăнаççĕ, хăйсем хыççăн ырă йĕр хăвараççĕ.

Кукамайăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулмарĕ пулин те, ачисен, йышлă мăнукĕн телейне курса çĕре кĕчĕ, ырă ят тата хăйĕн "ылтăн çỹпçине" пире парса хăварчĕ. Эпĕ вара унăн пархатарлă сăмахĕсене ăша хывса упратăп, ачасене ырăлăхпа йĕркелĕхе ăса вĕрентсе кукамайăн ырă тĕслĕхĕпе кун-çул сукмакне такăрлататăп.

С.КУЛАКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика