28 июля 2017 г.
Сентябрĕн 10-мĕшĕнче районти пĕр мандатлă икĕ округра суйлав пуласса хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Территориллĕ суйлав комиссийĕ çак кунсенче КПРФ сĕннĕ пирвайхи кандидатсен докуменчĕсене пăхса тухса иккĕшне регистрацилерĕ. Акă, Александровка 11-мĕш округĕпе Андрей Вадимович ГРИГОРЬЕВА, Кайнлăк 7-мĕш округĕпе Вера Васильевна ДАНИЛОВĂНА кандидата тăратнă. А.В.Григорьев 1979 çулта çуралнă, Киров поселокĕнче пурăнать, вăхăтлăха ниçта та ĕçлемест. В.В.Данилова вара - 1970 çулхи, Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнать, Комсомольски райповĕн магазинĕн сутуçи.
Территориллĕ суйлав комиссине "Единая Россия", "Справедливая Россия" тата ЛДПР партийĕсем сĕннĕ кандидатсен заявленийĕсем те çитнĕ. Вĕсене çывăх вăхăтрах пăхса тухма палăртнă.
Н.РОЗОВА.
Источник: "Каçал Ен"