АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăç парнеле" акципе килĕшỹллĕн

25 июля 2017 г.

Социаллă-культурăллă пуçарусен фончĕн ертỹçи Светлана Медведева пуçарнипе çĕршывра "Пурнăç парнеле" ятарлă акци хута кайнăччĕ. Унпа килĕшỹллĕн вырăнти сиплев учрежденийĕсенче тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ, çынсене аборт сиенĕпе контрацепци мелĕсем çинчен тĕплĕн каласа ăнлантараççĕ.

Акă, тĕслĕхрен, кăçал та районти тĕп больницăра ырă кунсен эрнелĕхĕ пычĕ. Çавна май районти сиплев учрежденийĕнче июлĕн 15-мĕшĕнче уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Палăртнă тапхăрта Анна Козлова гинеколог акушер консультацие килнĕ хĕрарăмсемпе тата вырăнти тĕп библиотекăра та ятарлă калаçусем йĕркелерĕ.

- Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта пирĕн çĕршывра ача çуратнă 100 хĕрарăм пуçне 58,7-ĕн аборт тунă. Мĕншĕн-ши кăтартусем çаплах хăрушă? Чылай чухне кунта хĕрарăмсем сыхланма пĕлменнине палăртмалла. Вĕсенчен нумайăшĕ контрацепци мелĕсемпе усă курни 100 проценчĕпех шанчăклă мар е вăл сывлăхшăн сиенлĕ теççĕ. Анчах та капла калани - пысăк йăнăш, мĕншĕн тесен çие юласран шутласа кăларнă таблеткăсем овуляци пулма памаççĕ. Сăмах май каласан, тухтăрпа канашласа усă курсан çак меслетсем пачах та этем организмĕшĕн сиенлĕ мар. Чылай чухне контрацепци тỹммисем тĕрлĕрен чире пусармашкăн пулăшаççĕ. Паллах, 35 çултан иртнĕ пирус туртакан хĕрарăмсене асăрханни пăсмасть: эстроген гормон чылай чухне юна çăратать, çавна май тромб пулма пултарать. Ытларах тромб е гормон шайĕ улшăннишĕн "васкавлă" тỹммесем айăплă, мĕншĕн тесен вĕсенче гормонсен шучĕ 6 хут ытларах! Çавăнпа та "васкавлă" тỹммесемпе яланах усă курма юрамасть, - терĕ районти тĕп гинеколог акушер Анна Козлова.

Контрацепципе пĕлсе усă курни çие юлассине 99,7 процент (!) таранах чакарать. Тĕслĕхрен, гормоналлă çĕрĕ-сем. Вĕсен "хăвачĕ" пĕр уйăха çитет. Пластырьсем пирки калас пулсан, вĕсем пĕр эрнене анчах пыраççĕ. Çав вăхăтрах амалăха спираль хуртарни вара çие юласран темиçе çул сыхлать. Резинкăсене те асăнар. Паллах, вĕсем намăс чирĕсем ересрен тата çие юласран сыхлаççĕ, апла пулин те ỹтпе ỹт пĕрлешсен куçакан чирсенчен, тĕслĕхрен, кăрчанкăпа хыса пыйтинчен хăтарса хăвараймаççĕ. Çамрăк амăшĕсенчен чылайăшĕ вара ачана кăкăр çитернĕ тапхăрта хырăм юлмасть тесе сыхланмасть. Çак юмаха илтнисен 10 проценчĕн пепкене алла тытнă çулах çие юлать. Паллах, кĕтмен "парнерен" хăтăлма больницăна çул тытать.

А.ИСАЕВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика