25 июля 2017 г.
Çын судпа айăпланни е айăпланманни пирки калакан справкăна епле илме пулать-ши? Асăннă хута пĕр уйăх кĕтмелле тесе те илтнĕччĕ. Çак кунсенче командировкăна каймалла. Çавна май справкăна кĕске вăхăтрах ниепле те илме май çук-ши?
В.ИВАНОВ.
Судпа айăпланни-айăпланманни пирки калакан справкăна чылай гражданинăн илме тỹр килет. Тĕслĕхрен, ăна патшалăх учрежденийĕсене ĕçе вырнаçнă чухне ыйтаççĕ. Ачана опекăна е усрава илнĕ чух та кирлĕ пулма пултарать. Асăннă справкăсăр урăх çĕршыв гражданлăхне те илме май çук. Çавăн пекех урăх патшалăха каймашкăн виза хатĕрленĕ чухне те справка кирлĕ. Чăнах та, çын хăй ШĔМе пырса ыйту çырсан çак хута 30 кун кĕтме тивĕ. Чăваш Республикин ШĔМĕн информаци центрĕн начальникĕ Александр Мемиков пĕлтернĕ тăрăх, заявление электронлă мелпе парсан вăл 10-14 кунран хатĕр пулать те иккен. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи "Харпăр хăй кабинетне" е электрон почтине хатĕрри пирки пĕлтерсе хурав çитĕ. Хальхи вăхăтра хатĕр справкăна Чăваш Республикин ШĔМĕн информаци центрĕсенчен, муниципалитетсем хушшинчи уйрăмсенчен, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр урлă илме пулать.
Çапла вара электронлă меслет вăхăта перекетлеме май парать.
Г.ЗАЙЦЕВА,
штаб начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"