25 июля 2017 г.
Ача-пăчан "Прикосновение к мастерству" конкурс-фестивальне республикăра 18-мĕш хут 2 номинаципе - "Декоративно-прикладное искусство" тата "Живопись" - ирттернĕ. Асăннă конкурса хăйсен ĕçĕсене 126 ача ярса панă, вĕсенчен 89-ĕшĕ - сусăр ачасем.
Тĕслĕхрен, Елена Крыловăна илер. Хĕрача 7 çулта. Вăл Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнать. Шкулчченхи пĕлĕве илме "Колокольчик" ача садне çỹрет. Хăй пĕчĕк пулин те, питĕ пултаруллă. Ленук юрра-ташша ăста, çав вăхăтрах ал ĕçне тата сăрăпа сăрлама кăмăллать. Унăн ĕçĕсем районти выставкăсенче час-часах тĕл пулаççĕ. Сăмахран, хĕрпĕрчи республика шайĕнче иртнĕ ача-пăчан "Прикосновение к мастерству" фестиваль-конкурсне хăйĕн ĕçĕсене тăратнăччĕ. Жюри членĕсем унăн ĕçĕсене лайăх тесе пĕр саслăн йышăннă. Çавна май Елена Крылова "Декоративно-прикладное искусство" номинацире иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Маттур ачасем районта сахал мар. Тĕслĕхрен, асăннă конкурс-фестивалех илер. 9-11 çулхисем хушшинче Семен Матросовпа Дарья Абдюшева пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсене малашне те хальхи пекех пултаруллă пулма сунатпăр, аслисене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăччăр.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"