25 июля 2017 г.
Çулла çул-йĕр аварийĕн хисепĕ палăрмаллах ỹсет. Чăваш Республикин патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, мотоциклпа, мопедпа (скутер) çыхăннă инкеке куллен тенĕн шута илеççĕ. Çамрăксем, çул çитменнисем çул-йĕр правилине пĕлмесĕрех руль умне лараççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсен айăпĕпе 9 авари пулнă. Çак синкерсенче 4 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 6-шĕ аманнă.
Мототранспортпа çыхăннă инкек-синкеке сирме, йĕркене пăсакансене асăрхаттарма тата шыравра тăракан техникăна тупса палăртас тĕллевпе районта, çавăн пекех республикăра та, июлĕн 24-мĕшĕнче патшалăх инспекцийĕ "Мото" операци пуçланă.
Источник: "Каçал Ен"