АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн çывăх туссем

25 июля 2017 г.

- Кĕнеке - пĕлỹ çăлкуçĕ. Унпа туслă çын вăл - ăслă, çивĕч, пур ĕçре те пултаруллă. Апла пулсан, ачасем, пурнăçра ăнăçуллă та телейлĕ пулас тесен кĕнеке ытларах вулăр, - терĕ Валентина Потапова библиотекарь вулавăша пухăннă шăпăрлансене.

Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ỹснĕ Валя мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама юратнă. Ялти 8 класлă шкул хыççăн хĕр Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче ăс пухать. Вĕрентекен профессине алла илес ĕмĕтпе пурăнаканскер Шупашкар хулине çул тытать. Анчах та пурнăçра яланах хамăр шутланă пек килсе тухмасть - пĕр балл çитменнине пула Вальăна Чăваш патшалăх университетне куçăн майпа бюджетлă вырăна вĕренме илмеççĕ, куçăн мар мелĕ хĕре хăйне тивĕçтермест. Çапла вара Валя тĕп хуламăрти коопераци училищине вĕренме кĕрет. Кунта вăл повар-кондитер ăсталăхне алла илет. Анчах та ачасене юратни, пĕлỹ енне туртăнни хĕрте ытлашшипех. Мал ĕмĕтлĕ те палăртнине пурнăçа кĕртме хăнăхнăскер, Çĕмĕрле хулине вырнаçать. Кунта вăл педагогсене хатĕрлекен училищĕре ăс пухать. 2006 çулта Валентина Александровка ял библиотекине ĕçлеме вырнаçать.

- Эпĕ - повар, воспитатель тата библиотекарь. Алла илнĕ профессисемпе кашнинпе ĕçлесе куртăм, апла пулсан эпĕ вĕренсе вăхăта ахаль сая яман. Халĕ юратнă ĕçре тăрăшатăп. Маншăн вăл - чун канăçĕ, сиплĕ шыв евĕр вăй-хал паракан ырă тупра, - терĕ иртнĕ кунĕсене пĕтĕмлетсе Валентина Потапова библиотекарь.

Паянхи кун Валентина Николаевна Александровка ял тăрăхĕнче вырнаçнă 3 ял халăхне - Александровка, Кивĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел - кĕнекесемпе тивĕçтерсе тăрать. Хĕрарăм кашни ытларикун асăннă ялсенче черетлесе ĕçлет.

- Александровкăри ял библиотекин фондĕнче хальхи вăхăтра 7000 кĕнеке. Çынсем вулавăша килсех çỹреççĕ, паллах, ытларах аслăрах ăрурисем. Аслă çулхисем чăваш çыравçисен кĕнекисене кăмăллаççĕ. Пĕрре вуланă кĕнеке кăчăках туртмасть, çавна май библиотека фондне пуянлатса, çĕнетсех тăратпăр. Шкулта ăс пухакан ачасемпе вара яланах тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелетĕп. Кĕçĕн çулхисем - манăн çывăх туссем. Шкул пĕтернĕ çамрăксем вулавăша аплах çỹремеççĕ. Вĕсем те электрон кĕнекесем çине куçрĕç-ши? - пĕлтерчĕ чун ыратăвне Валентина Николаевна.

Ĕçри тăрăшулăхшăн тата çитĕнỹсемшĕн Валентина Потапова пĕрре мар Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, Диплом та унăн сахалах мар.

- Этем çĕнĕлĕхсемсĕр пурăнаймасть, çавна май çуллахи хĕрỹ ĕççи вăхăтĕнче куçса çỹрекен кĕнеке куравĕсем йĕркелетĕп. Çуллахи кунсенче вĕсем ытларах уçă сывлăшра иртеç- çĕ, - терĕ вăл калаçăва вĕçленĕ май.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика