25 июля 2017 г.
Июлĕн 24-мĕшĕнче райадминистрацин ларусен залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унăн ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пайĕсене ертсе пыракансем, çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов хутшăнчĕç. Депутатсене малтанах РФ Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕн начальникĕн çумĕ Р.С.Зайнуллин 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнчи ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн депутатсен Пухăвĕ маларах тунă икĕ йышăнăва улшăнусемпе тỹрлетỹсем кĕртрĕç.
Ларура тĕп ыйтусенчен пĕри район администрацийĕн пуçлăхĕн Алексей Самаркинăн контракт вăхăчĕ тухнă май ун полномочийĕсене чарса лартассине пăхса тухасси пулчĕ. Депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе, июлĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ ертỹçĕ суйличчен район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене унăн çумĕ Александр Краснов пурнăçлĕ.
Çавăн пекех депутатсем район администрацийĕн пуçлăхне конкурс тăрăх палăртма комисси те туса хучĕç. Комисси членĕсен йышне депутатсен Пухăвĕн председательне Х.С.Идиатуллина, В.Н.Гаврилов, А.В.Тихонов депутатсене тата райадминистрацин экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн право секторĕн заведующине О.Р.Соколовăна кĕртме йышăнса сасăларĕç. Комиссин тепĕр тăватă членне республика ертỹлĕхĕ палăртать.
Ларура награда материалĕсене те пăхса тухрĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"