21 июля 2017 г.
"Курманнин курас килет, курнин макăрас килет", - тенĕ ватăсем. Чылай чухне ку пулăм пурнăç чăнлăхĕпе тỹр килет.
Статистика палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра çамрăксем ар çыхăнăвне ир кĕме пуçланă. Хĕрачасем 16 çултан пулсан, арçын ачасем вара 15 çултанах. Ытларах чух çамрăксем партнерсене палламаннисем хушшинче суйлама пăхаççĕ: хĕрачасен 42 проценчĕ, арçын ачасем вара 68 процент таранах. Çул çитмен хĕрсен 50 проценчĕ 19 çула çитиччен 3-6 партнер улăштарма ĕлкĕрет. Паллах, çак çамрăксенчен нумайăшĕ сыхланма пĕлменскерсем, çавна май хĕрсен çие юлас хăрушлăх пысăк, унсăр пуçне ар çыхăнăвĕ урлах венери чирĕсем ертеççĕ. Тĕслĕхрен, 2012 çулхи кăтартусене ĕненес пулсан, Раççейре 652 ачана намăс чирĕсемпе учета илнĕ. Палăртмалла, асăннă чирсенчен чылайăшĕ арçынсене импотенци, хĕрсене вара ача çуратайманнипе амалăх ракĕ патнех илсе çитерме пултарать.
Пире мĕн пăшăрхантарать-ха? Яш-кĕрĕме кайран, пурăна-киле, мĕн пуласси пачах та шухăшлаттармасть-ши? Унсăр пуçне, чылай чухне çăмăлттайла тунă утăмсемшĕн малашлăх ỹкĕнтерет.
Чылай çул гинекологра ĕçленĕ май мĕнле шăпаллă хĕрарăмсемпе кăна тĕл пулма тивмест-ши?! Шкул парти хушшинче ларнă тапхăртах йывăр çын пулнă хĕрачасемпе çулталăкра темиçе хутчен ача пăрахма килекенсем, каярах, вăхăт иртнĕçем, ача çуратаймасăр куççульпе макăракансем те... Статистикăнах илем. 2009 çулта аслисен хушшинче çуратакансемпе аборт тăвакансен шучĕ пĕр танах пулнă пулсан, çул çитмен çамрăксем хушшинче çак кăтарту пăшăрхантарать: çу-ратнă пĕр хĕрача пуçне тăваттăшĕ ачисенчен хăтăлаççĕ. Çие юлнă ачисене çут тĕнче кăтартман çынсем мĕн пысăкăш çылăх тунине тата хăйсен сывлăхне епле хавшатнине чухламаççĕ-ши? Сăмах май каласан, аборт тăвасран сыхланасси пирки хĕрарăмсен консультацийĕнче те ăнлантаратпăр, вĕренỹ учрежденийĕсенче те калаçусем тăтăшах йĕркелетпĕр. Çапах...
Çав вăхăтрах тухтăрсем çамрăк амăшĕсене пепкене çуратма хистеймеççĕ. Сывă тесе палăртнă хĕрарăмсемех, хушăран, тĕрлĕрен йывăрлăхпа тĕл пулаççĕ. Мĕн каламалла-ха 15-16 çулхи хĕрача-амăшĕсем çинчен? Вĕсен хушшинче амăшĕ вилнĕ тĕслĕхсем 5-8 хут пысăкрах, вилĕ ача çуратакансен йышĕ вара 2,5 процентпа танлашать. Çавна май ир ар çыхăнăвне кĕрекенсене валли çие юласран сыхланмалли тĕрлĕ мел сĕнме пулать: презерватив, диафрагма, гормоналлă тỹммесем, амалăхри спираль... Чи эффективлисенчен пĕри вара - стерилизаци туни. Анчах та çак меслете суйласа илсен каярах пачах та амăшĕ пулаймастăн.
Çакна асăрхаттарни те вырăнлă - сыхланма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксем, астăвăр, сирĕн сывлăх хăвăрăн алăра! Çăмăлттайла утăмсемшĕн кайран ỹкĕнмелле ан пултăрччĕ. Чавса çывăх та...
А.КОЗЛОВА,
гинеколог-акушер.
Источник: "Каçал Ен"