21 июля 2017 г.
Раççейре малашне канмалли кунсенче лавккасенче эрех сутма чарас шухăш пур. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви халăха сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас стратегие хатĕрленĕ май çакăн пек сĕнỹпе тухнă.
- Канмалли кунсенче эрех сутма чарни эффективлă мел, ăна пурнăçа мĕнле кĕртмеллине ытти ведомствăсемпе шутлăпăр, - тенĕ Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина профилактикин центрĕн пресс-служби.
Хальхи вăхăтра стратеги планĕпе ĕçлеççĕ кăна-ха, унтан ведомствăсем хушшинче сỹтсе явĕç те мĕнле майпа çак сĕнĕве пурнăçа кĕртесси пирки шутлĕç.
Сăмах та çук, Раççейре эрех шыв пек юхать, уйрăмах - канмалли кунсенче. Ĕçкĕçе ку мерăсем, паллах, чараймĕç, мĕншĕн тесен шыракан вăл яланах хăйне кирлине тупать, çапах та çамрăксемшĕн усси пулатех. Яш-кĕрĕм сăра кĕленчи йăтса урам тăрăх утма чарăнчĕ пулсан, хăватлă шĕвексĕр канма та хăнăхса çитĕ.
Источник: "Каçал Ен"