АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсен вăрçăри çул-йĕрне тĕпчеççĕ

21 июля 2017 г.

Паянхи çамрăксем нумай ырă ĕç тăваççĕ. Пархатарĕ те вĕсен вышкайсăр пысăк. Ялсенче тимуровецсем ватăсене пулăшма çỹреççĕ, чир-чĕрпе нушаланакансене эмел пама килĕсене кĕрсе тухаççĕ. Чылай чухне аслă ăрурисен ахаль те ыратакан чунĕсене ăшă сăмахпа та пулин йăпатма тăрăшаççĕ.

Пĕлмелле! Асра тытмалла!

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем пĕлтĕр "Наследие" шырав ушкăнĕ йĕркеленĕ. Ăна директор çумĕ, чăваш чĕлхипе литература учителĕ Валентина Филиппова ертсе пырать. Халĕ çамрăк шыравçăсем 7-мĕш класра вĕренеççĕ. Ушкăнра - 14 ача, Валерия Кузьминана командир пулма шаннă. Вăл пĕрремĕш кунсенчех ĕçе пусăрăнса та тĕплĕн тума тытăннă. Çамрăксем ентешĕсем вăрçăра çапăçнă вырăнсене пĕлме, республикăри ытти çавăн йышши ушкăнсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, вĕсемпе тачă çыхăнса шыравсем йĕркелеме палăртаççĕ. Çĕршыври ытти отрядсемпе те çыхăнса ĕçлес тĕллев лартнă.

Вĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ, районти çар комиссариачĕн архивĕнче кирлĕ хыпарсем тупăнаççĕ. Ялсенчи ватăсемпе тĕл пулса калаçаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çак тăрăхран нумай ентеш тухса кайнă, чылайăшĕ хăйсен çемйине каялла таврăнайман. Мĕнлерех вĕсен шăпи, вилтăприйĕ ăçтарах? Çĕршыв хỹтĕлевçисен ячĕсене ĕмĕрлĕх упраса хăвармалла. Астăвăм вахтине, хурлăхлă митингсене хутшăнма, асăну палăкĕсене тирпейлеме, вăрçă ветеранĕсемпе, вĕсен тăванĕсемпе курса калаçма палăртаççĕ шыравçăсем. Çĕнĕ Мăрат, Вутлан, Тăманлă Выçли, Тукай ялĕсенчен вăрçа хутшăннă ентешсен шăписем мĕнлерех? "Пĕлмелле тата асра тытмалла!" девизпа пурăнать отрядри кашни хастар.

Куккăшĕн тăванне тупнă

Денис Петров нумаях пулмасть куккăшĕн тăванĕ çинчен пĕлнĕ. Алексей Гаврилович Толокнов "Марс" операцие хутшăнса паттăррăн çапăçнă. Çак вилĕм хуранне тепĕр майлă "Ржев хысакĕ" тесе те каланă.

Ку тăрăха, пирĕн çарсем унта нумай çухату тỹснĕрен, вырăссен паллă çыравçи Константин Симонов "вилĕм айлăмĕпе" танлаштарнă. Тăшманпа куçа-куçăн çапăçнă салтаксен йышĕнче 19 çулхи Алексей Толокнов та пулнă. Тăшман Мускав енне талпăннă. Ентешĕн дивизине Белый хула патĕнче нимĕçсем çавăрса илнĕ. Çак тамăкран пине яхăн салтак кăна тухайнă. Калинин (Тверь) облаçĕнче юнлă çапăçура 1942 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче çамрăк каччă паттăррăн пуç хунă. Çак историллĕ пулăма тупса палăртнишĕн "Наследие" питĕ савăннă.

Николай Ефимович Медведев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вунпилĕк çулта кăна пулнă. 9-мĕш класс ачи, мĕнпур тус-тантăшĕ пекех, çутă ĕмĕт-тĕллевпе малашлăх çинчен шухăшласа пурăнма кăна тытăннă. Николая Комсомольскинчи çар комиссариачĕ çара илнĕ. Ытти салтаксемпе пĕрле вăл стрелоксен 298-мĕш дивизийĕн йышĕнче Псков тата Остров хулисене ирĕке кăларнă, пирĕн çарсене Балтика тăрăхне кайма çул уçса панă.

Тĕрлĕ операцие пĕрре çеç мар хутшăнма тивнĕ Николай Медведевăн. Пур çĕрте те хăйĕн харсăрлăхĕпе, хăюлăхĕпе палăрнă, наградăсене тивĕçнĕ.

Шăпа çамрăка тăван яла ырă-сывă таврăнма пỹрмен. 18 çултах ефрейтор званине илме пултарнă, отделени командирне çитнĕ яш 1944 çулхи августăн 4-мĕшĕнче вилмеллех аманнă. Паттăр салтакăн тăванĕ Таня Медведева паян çак шкултах вĕренет, шырав ушкăнĕнче чи хастаррисенчен пĕри вăл.

Çĕнтерỹ куççулĕ

"Çĕнтерỹ ялавĕн хуралĕ" акци уйрăмах асра юлмалла иртнине палăртаççĕ. Вĕренекенсем Тăманлă Выçли шкулĕнчен илсе килнĕ ялава Вутлан, Тукай, Çĕнĕ Мăрат ялĕсенче вĕлкĕштернĕ чухне ял халăхĕ куççульленмесĕр чăтайман. Вăрçă ахрăмĕ кашни ялти кашни киле пырса кĕнĕ-çке.

Шыравçăсен вăй-халĕ тапса тăрать, тавракурăмĕ те пуян. Ку тăрăхра пурăнакансем вĕсем çĕнĕ материал тупса пулăшасса шанаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче отряд тăвакан ĕç-хĕлпе час-часах паллаштарать. Кашни шыравçă хăйĕн тăванĕн вăрçă çулĕсенчи çул-йĕрне тĕпчес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа парать.

"Наследие" отряд хастарĕсем - спортăн чăн-чăн тусĕсем. Вĕсем район центрĕнчи бассейна çỹреççĕ. Кире пуканĕ йăтассипе ăмăртусене хутшăнаççĕ. Хĕрачасем аэробика секцине çырăннă. Ахальтен мар Настя Коноплева тата Виктор Курицын вăрăм дистанцие чупас енĕпе районта чи маттуррисем. Турник çинче туртăнассипе Федьăпа Денис Петровсен кăтартăвне никам та çитеймен. Денис, сăмахран, каратэ енĕпе республика ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. Вăл тĕнче тата Европа чемпионĕпе Сергей Петровпа сăн ỹкерĕннĕшĕн мăнаçланать.

"Наследие" шырав ушкăнĕн хастарĕсем вĕренỹре те малта. Аслă Çĕнтерỹ 72 çул тултарнă тĕле нумай çĕнĕ материал тупма май килни паян пурăнакансемшĕн те, килес ăрушăн та нимрен паха пулĕ. Республикăра çамрăк шыравçăсен 26 отрячĕ ĕçлет. Çамрăксем хаяр çапăçусем пынă вырăнсене тухса шырав ĕçĕсем ирттереççĕ. Хальтерех вĕсем Ленинград облаçне, Ржев тăрăхне, Крым Республикине çула тухнă.

В.ФЕДОРОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика