21 июля 2017 г.
Чăваш Республики пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха лайăх аталантаракан регионсен шутне кĕнĕ.
Çакна РФ Экономика аталанăвĕн министерстви малтан çĕршыври субъектсен коммуналлă хуçалăх комплексĕн танлаштаруллă анализне тунă хыççăн пĕтĕмлетнĕ. Лайăххисен шутне çавăн пекех Белгород тата Тула облаçĕсем, Севастополь кĕнĕ. Мускав хулин тата Мускав облаçĕн, Санкт-Петербург хулин, Краснодар тата Красноярск крайĕсен кăтартăвĕсем те япăх мар.
Ведомство кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарма каякан укçа-тенкĕ тăкакĕсен шайне тĕрлĕ енлĕн тишкерсе хак панă. Тĕслĕхрен, ăшă тата электросетьсен пĕр çухрăмне лекекен аварисен шутне, коммуникацисен кивелсе юрăхсăра тухнă коэффициентне тата ыттине те танлаштарнă.
Источник: "Каçал Ен"