АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ çĕнтерỹ - пирĕн алăра

21 июля 2017 г.

 Июлĕн 19-мĕшĕнче Тăвайра кăнтăр районĕсенчи пушар чаçĕсен черетлĕ ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пурĕ 5 команда хутшăнчĕ: Комсомольскисем, Елчĕксем, Патăрьелсем, Шăмăршăсем, Тăвайсем.

Пушар ĕçченĕсем хăйсем вăр-вар та маттур пулнине тĕрлĕ ăмăртура вăй виçсе тĕрĕслерĕç. Унпа пĕрлех кăткăс лару-тăруран çаврăнса тухма, ĕçе хăвăрт тата тĕплĕ пурнăçлама пултарнине тĕрĕслерĕç. Районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем кулленхи ĕçре çеç мар, тĕрлĕ тупăшусенче те маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Дмитрий Кузьмин 100 метра чупассипе, команда пушар машинине шыв тултарса, вут-кăвара сỹнтермелли рукавсене тăсса, ятарлă мечĕке шыв сирпĕтсе антарса мала тухрĕ. Тăватă хутлă çурта чикмекпе хăпарассинче эпир иккĕмĕш пултăмăр. Çапах та çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕмĕр. Андрей Жуков, Юрий Иванов, Михаил Дряблов, Александр Прохоров, Герман Крылов, Дмитрий Кузьмин, Александр Антонов ĕçченсем чăннипех те маттур пулчĕç. Вĕсем республикăри финалти ăмăртусенче те малта пуласса шанатăп.

С.АЛЕКСЕЕВ,

31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика