21 июля 2017 г.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Унта асăннă уйрăмăн, Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин республикăри представителĕ Илья Воробьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Владимир Николаев прокурор хутшăнчĕç.
Кăçалхи çур çулта Комсомольски тата Елчĕк районĕсен территорийĕнче 137 преступлени тунине тупса палăртнă. Комсомольски районĕпе илес пулсан, кăçалхи 6 уйăхра пурĕ 68 преступлени тунине регистрациленĕ. Преступленисене пĕтĕ-мĕшле уçса параслăх 90,1 процентпа танлашнă.
Юлашки вăхăтра халăх карас телефонĕпе е электрон хатĕрсемпе усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен хур курнине час-часах илтме пулать. Улталаса вĕсем граждансен тĕрлĕ счечĕсем çинчен электронлă майпа укçа-тенкĕ вăрлаççĕ е иккĕмĕшсем укçи-тенкине хăйсемех куçарса параççĕ. Канашлăва хутшăннисем шăпах çак çивĕч ыйтăва анлăн хускатрĕç. Полици начальникĕн çумĕ Илья Воробьев палăртнă тăрăх, преступленисем ытларах халăх пластик карточкăсемпе усă курнă чухне сыхлăх йĕркисене уяманнипе, чылай чухне вăрттăн кодсене ыттисене пĕлтернипе пулаççĕ. Çакăн евĕр преступлени кăçал районта пĕрре пулнă. Пĕлтĕр вара преступленисен шучĕ 10-а та çитнĕ.
Юлашки вăхăтра укçа вăрламалли çак меслет те вăй илнĕ. Чи малтанах телефон çине СМС килет. Ăна уçса вуласан ултав-çăсем хакерла программăсемпе усă курса "Сбербанк онлайн" урлă телефон хуçин карточки çинчи укçана самантрах хăйсен кĕсйине куçараççĕ. Сăлтавĕ - СМС вируслă пулнинче. Çак тĕслĕхре банксем клиентсен укçи-тенкишĕн яваплăха туйманни пысăк чăрмав кăларса тăратать.
Çул çитмен çамрăксем кăçал 2 преступлени тунă. Обществăлла вырăнсенче çĕрле тата ỹсĕр çỹренĕшĕн ачасем çине 10 административлă протокол, ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе 21 протокол çырнă.
Çавăн пекех административлă йĕркене пăснăшăн 2337 çынна явап тыттарнă. Вĕсенчен ытларахăшне çул-йĕр правилисене пăснăшăн штрафланă. Пурĕ - 1477 тĕслĕх.
Районта пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕсемпе вăхăтра тивĕçтерес енĕпе те ĕçлеççĕ. Сăмахран, çур çулта миграци сферине илес пулсассăн çеç 1465 патшалăх пулăшăвĕ панă, вĕсенчен 264 пулăшăвĕ - электрон мелпе.
Канашлăва хутшăннисем ытти чылай çивĕч ыйтăва та çĕклерĕç, право хурал органĕсен ĕçченĕсен коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртассипе, халăх хушшинче ăнлантару тата профилактика ĕçĕсем пурнăçлассипе çине тăрса ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç.
Г.ЗАЙЦЕВА.
Источник: "Каçал Ен"