21 июля 2017 г.
ХАЛЬТЕРЕХ кăна-ха "Советская Чувашия" хаçатра кăçалхи сентябрьте пулакан суйлава хатĕрленес ĕç мĕнле пыни çинчен çырнăччĕ. Патшалăх Думине "Справедливая Россия" партирен тăратакан кандидатсем хушшинче Чăваш Енĕн Мускаври унчченхи полпредне Леонид Волкова та асăннăччĕ. Партие вăл çак кунсенче кăна кĕнĕ-ха, тата ун пирки уголовлă ĕç те пуçарнă. Следстви пынă вăхăтра çынна депутата суйлама тăратма пулать-и-ха? Эсир çак уголовлă ĕç пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?
А.ГОРШКОВ,
Шупашкар хули. Чăваш Республикин Финанс министерствин патшалăх финанс контролĕн Управленийĕн начальникĕ Анна Максимова пĕлтернĕ тăрăх, Леонид Волков пирки иккĕленỹ Чăваш Республикин Финанс министерстви Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Полномочиллĕ представительствин ĕç-хĕлне тĕрĕсленĕ вăхăтрах - 2015 çулта - çуралнăччĕ. Представительствăн унчченхи руководителĕ хăйшĕн кăна тăрăшса тĕрĕс мар йышăнусем тунине, çапла майпа республика бюджетне сахал мар сиен кỹнине палăртнăччĕ.
Паллă ĕнтĕ, Ĕç кодексĕнче ĕçлекене ĕç паракан хавхалантарма пултарнине уçăмлăн каланă. Ĕç тăвакан влаç органĕн ертỹçисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе преми тỹлеççĕ. Минфин тĕрĕслевĕ кăтартса панă тăрăх, Леонид Волкова 2012 çулхи январь уйăхĕнченпе преми укçине республика правительствин йышăнăвĕпе çеç мар, хăй е унăн заместителĕ пĕр хут паракан (уйăхри) преми тỹлесси пирки кăларнă приказпа та тỹлесе тăнă.
Кунсăр пуçне, Леонид Волков ĕçленĕ тапхăрта нимĕнле сăлтавсăрах тата тивĕçлĕ документсемсĕрех республика бюджечĕн шучĕпе укçа-тенкĕ чылай тăкакланă.
("Советская Чувашия" хаçатран).
Источник: "Каçал Ен"