21 июля 2017 г.
Район прокуратуринче июлĕн 17-мĕшĕнче оперативлă канашлу пулнă. Унта 2017 çулхи пирвайхи çурçулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Канашлăва Чăваш Республикин прокурорĕн халăх ыйтăвĕсене пăхса тухас, çынсене йышăнас енĕпе тимлекен аслă пулăшаканĕ З.В.Малышева тата социаллă сферăра саккунсене пурнăçланине сăнакан уйрăм начальникĕ Д.А. Васильев хутшăннă.
Çурçул пĕтĕмлетĕвĕсене сỹтсе явнă май иртнĕ тапхăрта Комсомольски район территорийĕнче саккунлăха тата право йĕркине çирĕплетессипе район прокуратури тимлесех ĕçленине палăртнă. Çав вăхăтрах прокуратурăн асăрхав ĕç-хĕлĕн хăшпĕр енне улшăнусем кĕртни те кирлине каласа хăварнă.
Канашлăва пĕтĕмлетсе республика прокуратурин представителĕсем ĕçри çитменлĕхсене пĕтермелли, çавăн пекех ун эффективлăхне ỹстермелли майсен комплексне хатĕрлеме сĕннĕ.
О.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Каçал Ен"