АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кал-кал пырать

21 июля 2017 г.

Районти фермер хуçалăхĕсемпе колхозсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче ир те, каç та хĕрỹ ĕç шавĕ лăпланмасть: вĕсем утă хатĕрлеççĕ, сенаж хываççĕ. Ара, выльăх-чĕрлĕхрен мĕн чухлĕ продукци туса илесси выльăх апатне мĕнле пахалăхпа хатĕрлесе хăварнинчен те нумай килет-çке. Çакна "Слава" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи кашни ĕçчен лайăх ăнланать.

Тĕслĕхрен, кунта нумай çул ỹсекен курăксене пурĕ 210 гектар çинчен пухнă. Хуçалăхра паянхи кун тĕлне пĕтĕмпе 460 тонна утă пухса кĕртнĕ пулсан, сенажа вара ĕçченсем 1150 тонна хывма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Курăк çулнă çĕрте Александр Шамбулинпа Владимир Ксенофонтов механизаторсем тăрăшаççĕ. Вячеслав Челаков, Андрей Поликарпов, Владимир Петрушкин, Сергей Падюкин, Валерий Тимофеев тата Юрий Буланков механизаторсем сенажа траншейăсене турттараççĕ, Валерий Петрушкинпа Иван Егоров ăна таптаса пусарттарнă çĕрте ĕçлеççĕ.

- Ĕçченсем пирĕн пурте опытлă, хăйсене шанса панине тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Вĕсем маттур пулнăран ĕç кал-кал пырать, - терĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн агрономĕ Ильфат Диканеев.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика