18 июля 2017 г.
Республикăра пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслес, вĕсене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçланать. Юлашки вăхăтра пушшех те. Сăмахран, Чăваш Енре пурăнакансем чылай çул ĕнтĕ диспансеризаци витĕр тухса сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеттереççĕ.
Кăçал вара Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн Владимир Викторовăн пуçарăвĕпе республикăра пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслеме ятарлă медицина комплексĕсем çула тухнă. Шăпах асăннă комплекс июлĕн 10-14-мĕшĕсенче пирĕн район территорийĕнче ĕçлерĕ. Районта пурăнакансем маммографи тата флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарчĕç. Çав тапхăрта 237 хĕрарăм маммографи тутарнă, пин ытла çын флюорографи витĕр тухнă.
"Ялта пурăнакансене вырăна çитсе сывлăхне тĕрĕслеттерме май туса пани чăннипех те лайăх. Медицина комплексĕсем инçетри районсемпе ялсене тăтăшах килсе çỹресен епле аван пулмалла. Чирлекен çынсен шучĕ те чакĕ, чирсене малтанхи тапхăртах тупса палăртма пулĕ", - терĕç тĕрĕслев витĕр тухма хатĕрленекенсем. - Маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухас текенсем чăннипех те чылай. Пурне те вăхăтра йышăнас тĕллевпе тăрăшатăп, - терĕ вăр-вар ĕçлекен Лилия Шайдуллина ренгент-лаборантка.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"