АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акцие хутшăнар-и?

18 июля 2017 г.

Чăваш Енре "Шанчăклă ачалăх" акци пуçланнă. Ăна республикăн ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина пуçарнă.

Ачасене инкек-синкекрен сыхлас тĕллевпе йĕркеленĕ акци вăхăтĕнче профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Сăмахран, ачасене çул-йĕр правилисене пăхăнма, халăх çỹрекен вырăнсенче хăйсене тытма вĕрентĕç. Çавăн пекех нумай ачаллă, тулли мар тата усрава илнĕ çемьесемпе ĕçлĕç. Районсемпе хуласенче республика шайĕнчи тĕрлĕ мероприяти ирттерĕç. Акци пуçаруçисем йĕркелỹ комитечĕ туса хунă. Унта Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсем, общество хастарĕсем кĕнĕ. 

- Ачасен пурнăçĕшĕн аслисемпе ашшĕ-амăшĕ яваплă, пирĕн тивĕç - ачасене лайăх пурнăç условийĕсем туса парасси. "Шанчăклă ачалăх" акцие пур çын та хутшăнма пултарать. Килте те, картишĕнче те, вăйă лапамĕнче те ачасем хăйсене хỹтлĕхре туйччăр, - тенĕ Елена Сапаркина.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика