АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура - хисепĕ

14 июля 2017 г.

 Кайăка сассипе тĕкне кура хак параççĕ пулсан, çынна вара - ĕçне пăхса. Пурнăçра хăйне тупнă çын ура çинче çирĕп тăрать, ыранхи кун ăна хăратайманнине кăтартса вăл хăйне ыттисен умĕнче хăюллă, çав вăхăтрах, сапăр тытать. Калас сăмахăм Комсомольскинче пурăнакан полици подполковникĕ Сергей Кокорев çинчен.

Сергей Арсентьевич шалти ĕçсен пайĕнче 1994 çултанпа тăрăшать. Хăйĕн ĕçĕнче вăл - чăн-чăн профессионал. Çав вăхăтрах çамрăксен наставникĕ тата халăхсемшĕн - йĕркелĕхпе хăрушсăрлăха тĕрĕслесе тăракан хисеплĕ полици ĕçченĕ. Ĕçри харсăрлăхпа унти ỹсĕмсемшĕн вăл Шалти ĕçсен министерствин "За отличие в службе" 1, 2 тата 3 степеньлĕ медалĕсене темиçе хутчен те тивĕçнĕ.

Сергей Кокоревăн ĕç стажĕ 23 çулпа танлашать. Ĕçри пирвайхи утăмсене вăл Комсомольскинчи милици уйрăмĕнче пуçланă. Кунта Сергей Арсентьевич виçĕ çул тăрăшнă. Пултаруллă та ĕçе вăхăтра, тĕплĕн пурнăçлама пултаракан тăрăшуллă ĕçчене участокри инспектор ĕçне шанаççĕ. Çав вăхăтрах мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ аслă пĕлỹ илет. 2011 çулта ăна участокри милици уполномоченнăйĕсен пай начальникĕ, каярах районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ пулма шанаççĕ. Паянхи кун вăл - муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн общество хăрушсăрлăхĕн пай начальникĕ. Ума лартнă тĕллевĕсене тĕплĕн те тулли пурнăçлать, йывăрлăхсем умĕнче çухалса каймасть, пуçне те усмасть. Районта пурăнакан халăха йĕркелĕхпе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, çав вăхăтрах пулса иртнĕ йĕркесĕр ĕçсене уçса палăртас тĕллевпе йĕркелекен мероприятисене активлă хутшăнать.

Ĕçтешĕсем те Сергей Арсентьевича хисеплеççĕ. Кирлĕ самантра алă панишĕн, ырă кăмăллă пулнишĕн ăна сума сăваççĕ.

М.ФРОЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика