АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тури Тимĕрчкасси вăйăра савăнчĕç

14 июля 2017 г.

 Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакансем Питрав кунне уявлассине йăлана кĕртнĕ тесен те юрать. Кашни çулах вĕсем вăййа тухаççĕ, йĕкĕчĕсем вара спорт ăмăртăвĕсенче тупăшаççĕ. Çак кун Тимĕрчкассисемшĕн тепĕр пулăмпа та историре çырăнса юлчĕ - ял активисчĕсем тăрăшнипе ача-пăча площадки хута кайрĕ.

Кунти экспонатсене тимĕртен Николай Герасимов хăй аллипе ăсталанă. Мĕн кăна çук-ши унта?! Юмахри сăнарсем шăпăрлансем патне хăнана çитнĕнех туйăнать. Юнашарах ỹт-пĕве çирĕплетмешкĕн тесе турник янтăланă. Ярăнмалли, сикмелли, вылямалли вырăнсем çинчен те манман. Площадкăна уçнă çĕре ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи, клуб тата фельшер пункчĕн ĕçченĕсем активлă хутшăнчĕç. Вĕсем ача-пăчасемпе курма килнĕ хăнасене "Вăрманти тискер чĕр чунсем" ятлă пĕчĕк сценка лартса пачĕç, шăпăрлансемпе тĕрлĕрен вăйăсемпе ăмăртусем йĕркелерĕç. Тĕслĕхрен, Регина Григорьева юрă шăрантарчĕ, Денис Трофимовпа Алексей Захаров сăвăсем каласа пачĕç. Настя Тимофеева вара вăйăсемпе конкурссене активлă хутшăнчĕ, чее тилĕ хуравĕсене те тỹрлетсех тăчĕ. Каярах вара чăвашла тумланнă хĕрарăмсемпе хĕрсем хаваслă вăйă картине тăчĕç. Юхрĕ вара юрă ян! та ян!

- Мĕн авалтан Тури тата Анат Тимĕрчкасси ял çыннисем пĕрле пурăннă. Июлĕн 12-мĕшĕнче, ял уявне йĕркеленĕ. Ĕлĕкрех çак праçнике валли тесе ятарласа така пусатчĕç, хурансенче Питрав шỹрпи пĕçеретчĕç. Тури Тимĕрчкасси яш-кĕрĕмĕ лавкка умне пухăнса вăйă каласа анатчĕ, çав вăхăтрах пирĕнпе пĕрле Анат Тимĕрчкассисем те хутшăнатчĕç. Вăйă питĕ вăйлăччĕ, - сỹтĕлчĕ Юлия Кошкинан аса илỹ çăмхийĕ.

Кошкинсене паян çамрăксем Питрав шỹрпи пĕçерме шаннă.

Футбол вăййи пуçланчĕ, 4 команда мала тухассишĕн хĕрỹ тупăшрĕ. Часах ял çыннисем Питрав шỹрпине тутанчĕç. Унпа сăйланнă хыççăн пухăннисем кăмăллăн килĕсене саланчĕç.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика