11 июля 2017 г.
Сăмахăм Хирти Мăнтăр ялĕн-çуралса ỹснĕ Антонина Семеновна Васильева çинчен пулĕ.
Вăл 1947 çулта нумай ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. Ачаран учитель пулас ĕмĕтпе "çунатланнăскер", Йăлмахва ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ хыççăн вăл Канаш хулинчи педагогика училищине çул тытать. Шкулта та аван ĕлкĕрсе пынă хĕрача, часах дипломлă специалист пулса тăван тăрăха таврăнать. Кунта вăл кĕçĕн класри ачасене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕрет.
- Пирĕншĕн анне пекехчĕ: яланах пулăшма тăрăшатчĕ, йывăртарах вĕренекенсемпе те пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ. Вăл ирттернĕ уроксем кăсăклăччĕ, - ырăпа кăна аса илеççĕ ăна вĕренекенĕсем. 1967 çулта хĕр Елчĕк йĕкĕ-чĕпе, Валерипе, паллашать. Пĕр-пĕрне савакан икĕ чĕре часах çемье çавăрать, хĕр çуралать. Ун чухне çамрăксем Комсомольски ялĕнче пурăннă.
- Вăл вăхăтра автомашинăсем хальхи пек нумай пулман çав, çавна май çуран çỹреттĕм: Комсомольскинчен - Шăхрана, унтан - Йăлмахвана. Çил-тăман е çумăр, сивĕ е ăшă - пур пĕрех çула тухнă. Ĕç вăл - яваплăх, - сỹтĕлет Антонина Семеновнăн аса илỹ çăмхийĕ.
Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратса пурнăçланă, обществăлла ĕçре те хастар пулнă хĕрарăм. Вăл нумай çул профсоюз комитечĕн председателĕ пул-нă. Унăн ĕç стажĕ - 42 çул. Ĕçре хастар та пултаруллă пулнишĕн ăна Хисеп грамотисем парса пĕрре мар чысланă, Дипломсемпе Тав хучĕсем те сахал мар.
Сăмах май, Изольда хĕрĕ амăшĕн çулне суйласа илнĕ, вăл Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче истори предметне вĕрентет.
Вăхăт шав малалла шăвать, часах Антонина Семеновнăн çывăх çыннисем, ашшĕпе амăшĕ, çĕре кĕреççĕ. Çуралса ỹснĕ çуртăн алăкне хупас мар тесе Антонина Васильева Хирти Мăнтăр ялĕнче çĕнĕ çурт хăпартать.
Паян Антонина Семеновна тивĕçлĕ канура. Апла пулин те алă усса лармасть, килти хуçалăхра тăрăшать, пахча çимĕç çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх усрать. Ăшă кăмăллă та çирĕп чун-чĕреллĕ Антонина Васильевăна çывхарса килекен паллă кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
В.НИКИФОРОВА.
Аслă Чурачăк ялĕ.
Источник: "Каçал Ен"