АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ырăпах таврăнать…

11 июля 2017 г.

 - Чăн тĕнпе пурăнакансемшĕн çемье яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă, пулать те. Çемье пахалăхне палăртас тата ăна çамрăксен куçĕ умĕнче çỹле çĕклес, çав вăхăтрах шăпăрлансен аса илĕвĕнче çутăрах самантсем чылайрах пулччăр тесе уяв йĕркелерĕмĕр, - тет Сергий Скворцов иерей.

Литургия кĕлли вĕçленчĕ. Службăран тухакан халăха хĕвел ăшшăн йăл кулса кĕтсе илчĕ, кăмăла çĕклентерсе сăн-пите кулă парнелерĕ. Ку вăл хăйне май пухăннисене пиллесе ырă сунниех пулчĕ. Луцки салинчи Хусан Турă амăшĕн чиркĕвĕ умĕнчи лапамра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уяв пуçланчĕ. Кунта мĕн чухлĕ халăх?! Таврари ялсенчен пуçтарăннă çынсене Канаш епархийĕн 3-мĕш округĕн благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей тата чиркỹ настоятелĕ Сергий иерей саламларĕç.

- Çемье - вăл шанăçлă тĕрев. Ача-пăчаллă мăшăрсен яваплăх туйăмĕ çуралать. Телейĕ те, юратăвĕ те пурнăç парнеленĕ тĕпренчĕксенче, - терĕ Александр Спиридонов иерей.

Капăр тумланнă ачасемпе юмахри персонажсем - Лунтик, кашкăр, Микки маус - уява çитни ăна татах илемлетрĕ. Акă, унăн ертỹçи Ольга Буслаева часах вăйă-конкурссем пуçланнине пĕлтерчĕ. Чăн малтан "Кашкăр тата çичĕ качака путекки" юмаха пăхрĕç.

Районти искусство шкулĕнче ăс пухакансем ачасен пичĕсем çине тĕрлĕрен чечексем ỹкерчĕç. Вера Тяканова хăнасене кукăльпе тата вĕри чейпе сăйларĕ.

- Тав сăмахне илтни те чĕрене çемçетет, çынна ырă туни ырăпах таврăнать, - терĕ вăл ăшшăн йăл кулса.

Часах сцена çине çур ĕмĕр, вăтăр пилĕк тата вун ултă çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене - Луцкинчи Алексеевсене, Кивĕ Сĕнтĕрти Ванюркинсене тата Комсомольскинчи Албутовсене - чĕнсе кăларчĕç. "Телейлĕ мăшăр пулас тесен çемьере мĕн тумалла?" - тесе ыйтрĕç. Кашнин хуравĕ тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Çемьере чи пахи - хисеплени тата юратни...

- Çакăн евĕр уявсем пĕчĕккисен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлаççĕ. Пурнăç вăл - чăтăмлăх та, тỹсĕмлĕх те. Унта савăнăçĕпе хуйхи-суйхи те юнашарах çỹреççĕ. Ытларах пĕрле пухăнса савăнмалла пултăрччĕ, - терĕ Сергий атте.

- Çакă ял уявĕ пулса тăтăрччĕ. Сергий атте пуçарнă ырă йăла ĕмĕрлĕхех упранса юлтăр, - терĕ Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова.

Луцки чиркĕвĕн настоятелĕ вăйăсене активлă хутшăннисене тав турĕ, Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чысларĕ.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика