АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Мăрат шыравçисем чăннипех те хастар

11 июля 2017 г.

 Утă уйăхĕн 4-8-мĕшĕсенче Тутарстан Республикинчи Спасски районĕнчи Вертолет утравĕ çинче шыравçăсем пухăнчĕç. Раççейри шырав-çăсен юхăмне кĕрекен тĕрлĕ регионти 300 яхăн çын хутшăнчĕ семинара. Шыравçăсен шкулне йĕркелекенсем - Тутарстанри "Отечество" пĕрлешỹ, Раççей патриочĕсен уйрăмĕ, Раççейри шыравçăсен юхăмĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче йĕркеленнĕ "Эткер" шырав ушкăнĕ те (ертỹçи - Валентина Филиппова) семинара кайса килчĕ.

Шырав ытларах Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă. 1941-1945 çулсенчи тискер вăрçа пирĕн Чăваш Ен 208 пине яхăн çынна ăсатнă, каялла киле вара 100 пине яхăн салтак çеç таврăннă. Хăшĕ паттăрла çапăçса куçне хупнă, хăшĕ аманса госпитальсенче яланлăха канлĕх тупнă, хăшĕ тыткăнра асапланнă, хăшĕ-пĕри вара хыпарсăр çухалнă. Раççейри шыравçăсен юхăмне кĕрекенсем шăпах асăннă салтаксен кун-çулне тĕпчеççĕ, хыпарсăр çухалнисене тупаççĕ, хаяр çапăçу иртнĕ хирсенче, вăрмансенче, шурлăх-çырмасенче 70 çула яхăн каялла пуç хунисене шыраççĕ. Кашни салтак килне таврăнма ĕмĕтленнĕ. Пĕр çырура чăваш салтакĕ çапла шăрçаланă: "Киле çеç çитсе ỹкесчĕ. Çỹп шăтăкне те пулин выртса вилесчĕ, килтен тухасчĕ тупăкра. Таçти çич ютра ним паллăсăр çухалас марччĕ". Тепри вара вилес умĕн хĕвне пытарнă медальон ăшне çапла çырнă хут татăкне чиксе хунă: "Ман медальона тупакан! Ман çинчен килтисене каласа парсам, эп ятсăр мар! Ман ята халăха пĕлтерсем!" - тесе ыйтнă…

Шыравçăсен тĕп тĕллевĕ - паттăрсен ятне тупса палăртса ĕмĕрлĕхе историе кĕртсе хăварасси, пулни-иртни çинчен çитĕнекен ăрăва каласа парасси. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче "Эткер" ушкăн çур çул каялла йĕркеленнĕччĕ. Ачасем Тукайпа Çĕнĕ Мăрат ялĕсенчен вăрçа тухса кайнă салтаксен шăписемпе кăсăкланаççĕ, интернетри тĕрлĕ сайтсем урлă çĕнĕ хыпар шыраççĕ, Раççейри ытти шырав ушкăнĕсемпе çыхăну тытаççĕ. Нумаях пулмасть ачасем Мускав шыравçисемпе çыхăннă. "Обелиск" отряд пирĕн ентешĕн кĕлеткипе медальонне Смоленск тăрăхĕнче тупнă. Петрозаводскри шкулта     10-мĕш класра вĕренекен хастар шыравçă вара Йĕпреç районĕн салтакне Петр Кондратьевич Родионова тупнă. "Эткер" ушкăн салтака юлашки çула ăсатма та кайса килнĕччĕ.

Шкул ачисем чăваш литературинчи вăрçă темиллĕ хайлавсенчи сăнарсен прототипĕсене тупса палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, аса илсемĕр "Лена партизанка" юрра. Ку юрăра тĕп сăнар - Лена. Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте çуралса ỹснĕ Елена Степановна Степанова. Çамрăк пике хăйне тăшмансем çавăрса илсен юлашки гранатăна сир-пĕтет. Хăй те пĕтет, фашистсене те тĕп тăвать.

Вĕренекенсем хăйсен ăру-несĕл йывăçне тарăнрах тĕпчеççĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Кашни шыравçах тăванĕсем хушшинче вăрçа хутшăннисене шырать. Эпĕ, сăмахран, мăн кукаçин шăпипе кăсăкланатăп. Тыткăнра пулнă иккен вăл. Çав тери начарланса çитнĕрен ăна нимĕçем вилнĕ тесе шутланă, шăтăка ывăтнă. Аран сывлакан салтака хамăрăннисем вилĕмрен çăлса хăварнă. Тĕрĕслев витĕр тухса кукаçи каллех вăрçа кĕнĕ. Настя Коноплеван мăн кукашшĕ вара танкра чĕрĕллех çунса кайнă. Денис Петровăн тăванĕ "Марс" операцие хутшăннă чух куçне хупнă. Федя Александров куккăшĕсем çинчен пĕлнĕ, пĕр куккăшĕ 17 çултах фронта кайнă, самолетсене юсаса пăхса тăнă вăл, тепри вара шофер пулнă, Берлинах çитнĕ. Виççĕмĕш куккăшне - хыпарсăр çухалнине - халь те шырать вĕренекен.

Çамрăк шыравçăсем пĕлĕвне кунсерен туптаççĕ. Кашни уйăхра эпир Шупашкарта Раççейри шкул ачисен юхăмĕ йĕркелекен курссене вĕренме çỹретпĕр. Пирĕн регионта шыравçăсен юхăмне Евгений Георгиевич Шумилов ертсе пырать, вăлах ачасене шырав çулне тупма пулăшать. Раççейри Оборона министерстви уçнă сайтсенче ĕçлеме вĕрентет. Евгений Георгиевич сĕннипех, ЧР Вĕренỹ министерствин хушăвĕпе килĕшỹллĕн ачасем Тутарстан Республикинче иртнĕ семинара хутшăнчĕç. Раççейри 18 регионти шыравçăсем пуçтарăннă унта. Вĕренекенсем çĕннине нумай пĕлчĕç: тимĕр тупмалли ятарлă хатĕрсемпе усă курма вĕренчĕç, медальсемпе орденсене уйăрма хăнăхрĕç, вăрçă çулĕсенчи салтаксен тумне, хĕç-пăшалне тытса курчĕç. Унпа пĕрлех пирвайхи хут "салтак кĕлеткине" (скелетне) тупса чавса кăларчĕç, ĕçленĕ май кирлĕ хутсене тĕрĕс çырса, тултарса пычĕç.

Малашне те шырав ĕçне аталантарас тĕллевлĕ ачасемшĕн пĕлмелли, курмалли семинарта чăннипех нумай пулчĕ. "Эткер" ушкăн çинчен пĕлнĕ май ялти çынсем хăйсен тăванĕсене шыраса тупма ыйтаççĕ, пулăшу шыраççĕ. Хальлĕхе ачасем вĕренсе çеç пыраççĕ пулин те чăн-чăн салтака тупма, çывăх çыннисене ун çинчен тĕплĕ каласа пама ĕмĕтленеççĕ. Нумаях пулмасть ушкăн хастарĕсем Атăл леш енчи Сосновка çывăхĕнче тупнă ДОТа чавса кăларнă çĕре хутшăнчĕç. Ку ДОТа фашистсем Шупашкара килес пулсан хỹтĕленме лартнă пулнă, унтах салтаксем çар ĕçне вĕреннĕ. Çывăх вăхăтра вара çамрăк шыравçăсем Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕ çывăхĕнче иртекен экспедицие хутшăнма хатĕрленеççĕ. Унта вăрçă çулĕсенче самолет ỹкни, экипаж вилни паллă. Экспедицие Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори наукисен кандидачĕ, "Астăвăм" ушкăн хастарĕ Николай Мясников ертсе пырать. Мĕнех, кашни салтак ас тăвăма тивĕç, кашнин ятне тăванĕсен асра упрамалла, тав тума манмалла мар. Вулакана вара харпăр хăй тăван салтакне тупма, асра тытма сунатпăр. Паттăрсем хыпарсăр ан çухалччăр!

Валерия КУЗЬМИНА,

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, "Эткер" ушкăн командирĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика