11 июля 2017 г.
Çемье тесен куç умне пĕрне-пĕри чунтан юратса, хисеплесе пурăнакан мăшăрсен таса та сăваплă тĕнчи тухса тăрать. Вĕсем хурлăхпа савăнăçне çурмаранах пайлаççĕ, йывăрлăхсенче пĕр-пĕрне алă парса пулăшаççĕ. Шанчăклă мăшăр пулни телей кăна мар, çав вăхăтрах - пысăк яваплăх та. Çемье пахалăхне палăртас тĕллевпе июлĕн 8-мĕшне Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тесе йышăннă. Çак кун Пĕтĕм Раççейĕпех тĕрлĕрен мероприяти ирттернĕ.
Районти тĕп библиотекăра та çур ĕмĕр пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăннă мăшăрсене - Вера Федоровнăпа Виталий Борисович Мамуткинсене, Валентина Алексеевнăпа Юрий Сергеевич Тимофеевсене, Любовь Кирилловнăпа Виталий Яковлевич Ивановсене - чысларĕç. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уяв мероприятине пухăннисене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина саламларĕ. Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова, Канаш епархийĕн 3-мĕш округăн благочиннăйĕ Александр Спиридонов иерей те сăмах илчĕç. Вĕсем аллă çул алла-аллăн тытăнса пĕр сукмака такăрлатакан мăшăрсене ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулма пултарнишĕн ăшшăн саламларĕç. Пилĕк теçетке çул ытла пĕрле пурăнакансене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç. Юрă саламĕ кăмăлсене уçрĕ пулсан, Александр Спиридонов иерей хатĕрленĕ Петрпа Феврони çинчен калакан фильм вара кăтартуллă пулчĕ. Ун урлă пухăннисем нумай çĕннине пĕлчĕç, çав вăхăтрах историпе те паллашрĕç.
Хăнана чĕннĕ мăшăрсем пирки калас пулсан вĕсем чăннипех медале тивĕçлĕ çемьесем. Вĕсем маттур ывăл-хĕр пăхса çитĕнтернĕ тата ырми-канми ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ, тĕпренчĕкĕсене те ĕçе хисеплеме, юратма хăнăхтарса çитĕнтернĕ. Тĕслĕхрен, Тимофеевсен çемйинех илер. Çемье пуçĕ, Юрий Сергеевич, кăçал 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çулсем иртнине пăхса кулянмасть, ĕмĕрĕпе халăх "тарçи" пулса тăрăшнăскер, халĕ те килĕнче алă усса лармасть. Вăл - районти ветерансен совечĕн председателĕ. Пулас мăшăрĕпе Юрий Тимофеев Комсомольскинчех паллашнă. Çамрăкскере направленипе пирĕн тăрăха ĕçлеме янă пулнă. Пĕрре курсах пĕр-пĕрне куç "хывнă" çамрăксем. Шăпана вăрах тĕрĕслес темен вĕсем, часах çемье çавăрнă. Валентина Алексеевнăпа Юрий Сергеевич Тимофеевсем икĕ ывăла - Сергейпа Владимира - кун-çул парнеленĕ. Ачисем пирки калас пулсан, вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ, инженерта тăрăшаççĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ виçĕ мăнукĕпе тата икĕ мăнмăнукĕпе чунтан савăнаççĕ.
Мамуткинсен çемье пуçĕ те, Виталий Борисович, пулас мăшăрне пĕрре курсах килĕштернине пытармасть. Вера аппапа вĕсем туйра паллашнă та текех уйрăлман. Вĕсен çемье стажĕ - 55 çул, апла пулин те куçри хĕлхем халĕ те сỹнмен.
- Туйăмсем вĕсем, çулран-çул, хĕрỹллĕрех те сăваплăрах. Поэтсем пĕрремĕш юратăва халалласа сăвăсем шăрçалаççĕ, артистсем юрăсем шăрантараççĕ. Чăннипех те пур çак туйăм, унсăр пуçне, вăл - чи пахи те чи таси, сăвапли. Эпир мăшăрпа пĕр-пĕрне сивĕ сăмах калама мар, усал куçпа та пăхса курман. Ăна чунтан юрататăп. Çулсем иртнĕçем юрату сỹнет текенсене вара пачах та ăнланмастăп, чĕрере пурри вăл нихăçан та сỹнмест, - терĕ Виталий Борисович.
Мамуткинсен виçĕ тĕпренчĕкĕ те аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ. Мăшăр хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн çемйипе - Татьяна кинĕпе тата Вячеслав ывăлĕпе - туслă пурăнать, мăнукĕсемпе мухтанать, вĕсем пуррипе чунтан савăнать.
- Куçран пăхсах мĕн калассине ăнланатпăр, - теççĕ Ивановсем.
Виталий Яковлевич Елчĕк районĕнчи Кỹлпуç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шăпа ăна Каçал тăрăхне илсе çитерет - вăл "Россия" колхоза водителе вырнаçать. Совет çарĕнче те службăра пулать. Çартан канма килсессĕн паллашнă та пулас мăшăрĕпе. Часах, юратупа "суккăрланнăскерсем", çемье çавăраççĕ, виçĕ хĕре çут тĕнче парнелеççĕ. Аслипе кĕçĕн хĕрĕ, Светланăпа Надежда, Мускавра тĕпленнĕ. Надежда Мускав хулинче ШĔМ системинче тăрăшать, вăл - милици капитанĕ. Татьяна, Комсомольски ялĕнчех пурăнать, пурнăçне суту-илỹпе çыхăнтарнă.
Любовь Кирилловнăпа Виталий Яковлевич çемье çавăрнăранпа 55 çул иртнĕ.
- Кашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть, анчах та пирĕн çемьере çакăн евĕрри питĕ сахал. Кашни вак-тĕвекшĕн мĕншĕн кăмăла хуçмалла? Пĕрне-пĕри хисепленĕрен пулĕ пирĕн килте тăнăçлăх хуçаланать, - паллаштарчĕ çемье вăрттăнлăхĕпе хĕрарăм.
А.Исаева.
Источник: "Каçал Ен"