11 июля 2017 г.
Июлĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери "Пурçăн çулĕ" ("Шелковый путь") ралли-тупăшăва хутшăнакансене кĕтсе илчĕ.
Аса илтеретпĕр, июлĕн 7-мĕшĕнче Мускаври Хĕрлĕ площадьрен 40 яхăн çĕршыври 62 экипаж старта тухнă. "Пурçăн çулĕ" ралли Раççей, Казахстан, Китай çĕршывĕсемпе иртет, Сиань хулинче вĕçленет. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ вара Чăваш Ен çĕрĕ çинче, Етĕрнере пулнă. Финиш хыççăн автогонщиксем Шупашкар урамĕсемпе тухса залив хĕррипе иртнĕ. Хĕрлĕ тỹремре вĕсене республикăра пурăнакансем кĕтсе илнĕ. Унта раллие хутшăнакансен ячĕпе чаплă уяв иртнĕ.
Автогонщиксем Шупашкар хула аэропорчĕ çывăхĕнче вырнаçнă палаткăсен хулинче çĕр каçма чарăннă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курнă.
- Чăваш Ен "Пурçăн çулĕ ("Шелковый путь") раллие пĕрремĕш хут йышăнать. Историллĕ пулăм ку пирĕншĕн - республика кун-çулне çакă ĕмĕрлĕхех çырăнса юлать. Спортсменсен чăтăмлăхĕ пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет. Çăмăл мар çула хăюллисемпе паттăррисем çеç парăнтарма пултараççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич.
Пĕтĕм тĕнчери ралли йĕркелỹçи Владимир Чагин пĕлтернĕ тăрăх - паттăрсем нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ.
- Вĕсемшĕн йĕпе-сапаллă çанталăк та, пылчăклă трасса та хăрушă мар. Вăл спортсменсен ăсталăхне тĕрĕслет кăна, - тенĕ вăл Шупашкарта ăмăртăва пысăк шайра хатĕрленнине палăртса. "Пурçăн çулĕ" ралли автогонщикĕсен июлĕн 7-22-мĕшĕсенче пурĕ 9608 километра хыçа хăвармалла.
"Пурçăн çулĕ" раллие тĕрлĕ çĕршыври паллă автогонщиксем, тĕнчери ăмăртусенче палăрнă спортсменсем хутшăнаççĕ. Раççей чысне Тутарстанри "КамАЗ-мастерс" команда, Питĕрти хĕрарăмсен экипажĕ, Мускаври "Аспект-мотоспорт" тата ыттисем хỹтĕлеççĕ.
Комментари
Владимир Чагин:
"Республика ертỹлĕхĕ, унта пурăнакансем пире тарават кĕтсе илнипе савăнтăмăр. Раллие ирттерме тĕплĕн хатĕрленнĕ, Чăваш Енри тапхăра çỹллĕ шайра йĕркеленĕ. "Пурçăн çулĕ" кунта пĕрремĕш хут пулин те ăна йĕркелекенсем тата участниксем питĕ кăмăллă юлчĕç".
Источник: "Каçал Ен"