07 июля 2017 г.
Июлĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин кăнтăр енчи - Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Канаш районĕсенчи - вулавăш ĕçченĕсем Комсомольскинчи тĕп библиотекăн вулав залĕнче пухăнчĕç.
"Электрон ĕмĕрĕнчи библиотека" семинара уçнă май пухăннисем умĕнче малтанах район администрацийĕн информаци, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Долговăпа Чăваш Республикин Наци библиотекинчи наукăпа издательство енĕпе ĕçлекен директорĕн çумĕ Марина Андрюшкина сăмах илчĕç. Марина Владимировна халăха информаципе право тĕлĕшĕнчен пулăшу парас ĕçри актуаллă ыйтусене хускатрĕ. Наци библиотекин сектор заведующийĕ Янина Горская та семинар ĕçне хутшăнса библиотекăпа библиографи ĕçĕнче çынсене право ыйтăвĕсемпе туллин пулăшма май пуррине каласа пачĕ. "Раççейри юристсен ассоциацийĕ" обществăлла организацин Чăваш Енри ертỹçин Михаил Кузьминăн çынсене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе çыхăннă доклачĕ те ĕçченсемшĕн питĕ кăсăклă пулчĕ.
- Халăх патне çитерекен информаци тĕрĕс, çав вăхăтрах актуаллă та пултăр, - палăртрĕ ЧР прокурорĕн аслă пулăшаканĕ Альберт Петров.
Территори суйлав комиссийĕн председателĕ Новелла Розова суйлав вăхăтĕнче библиотекăсемпе тачă çыхăнса ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.
Семинара йĕркеленин тĕп тĕллевĕ - вулавăш ĕçченĕсен библиотекăна килекен çынсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме пултармалла, вĕсене право пĕлĕвĕпе паллаштармалла, кирлĕ информаци тупма пулăшмалла.
И.ЯДРОВА.
Источник: "Каçал Ен"