07 июля 2017 г.
Физкультурăпа спорт тата сывă пурнăç йĕрки - этем ĕмĕрне тăсма пулăшакан ырă япала. Çакна районти ветерансен ушкăнĕ те асра çирĕп тытать.
Тĕслĕхрен, акă, июлĕн 11-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче вĕсем çăмăл атлетика енĕпе малти вырăна çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Асăннă ăмăртăва спорт ветеранĕ Василий Пундяков ячĕпе йĕркелеме йышăннă. Тупăшăва хутшăнакансем 60, 400, 1000 метра чупса, тăршшĕне сиксе ăмăртĕç. Спорт мероприятине 50-60, 61-70 тата 71 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем хутшăнма пултараççĕ. Сире пурсăра та спорт уявне ырă сунса кĕтетпĕр. Вăл 14 сехетре пуçланать.
Ю.БОРОВКОВ.
Источник: "Каçал Ен"