07 июля 2017 г.
Сисĕнмерĕ те, акă, 2017 çулăн пĕрремĕш çурçулне пĕ-тĕмлетмелли вăхăт çитрĕ. Çак хушăра пирĕн районта 13 пушар пулчĕ. Сăмах май калас пулсан, çакă пĕлтĕрхи кăтартуран пĕр тĕслĕх сахалрах. Вут-çулăмра 1460000 тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕле çаврăннă (2016 çулта асăннă тапхăрта - 2276857 тенкĕлĕх). Палăртмалла, инкексенче кăçал çын вилнĕ тата аманнă тĕслĕхсем пулман.
Асанкассинче - пĕрре, Аслă Çĕрпỹелĕнче - иккĕ, Хырхĕрринче тата Тукайра - виçĕ хут пушар тухнă пулсан, Комсомольски ял тăрăхĕнче вара тăватă хутчен "хĕрлĕ автан" алхаснă.
Патшалăх пушар надзорĕ пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине тепĕр хутчен аса илтерет. Тим-сĕрлĕхе пула инкек курса тăмалла ан пултăр!
Д.КУЗЬМИН,
патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"