АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей кайăкне упрама пĕлмелле…

07 июля 2017 г.

Телей кайăкне упрама пĕлмелле…

 Комсомольски ялĕнче пурăнакан Валентина Николаевнăпа Виталий Семенович Хораськинсен умне çитсен çĕр çинчи çăтмаха лекнĕнех туйăнать: пахчара тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртсе ешереççĕ, çимĕç кỹрекен йывăçсемпе тĕмсем, куштаннăн пуçĕсене пĕксе, пăшăл пăтти пĕçереççĕ. Сарă, шурă, кĕрен, кăвак чечексем чуна савăнтараççĕ, вĕсенчен таврана сарăлакан ырă шăршă вара хăй патне пыл хурчĕсене йыхравлать. Хыçри пахчара, хура хурлăханпа улма йывăççисем çумĕнче, кỹршĕлле, сырлан, жимолость тĕммисем хăйсен çырлисемпе мухтанаççĕ. Тăрăшуллă мăшăр каштан йывăçĕ валли те вырăн тупнă. Халĕ вăл иртен-çỹрен çынсен чĕрисене илемĕпе тыткăнлать, савăк кăмăл парнелет.

- Пахчара яланах эпир мăшăрпа иксĕмĕр ĕçлетпĕр. Тĕслĕхрен, кăçал çĕрулмине те иксĕмĕрех алăпа лартрăмăр, палăртнă ĕçе çур кунра парăнтартăмăр, - паллаштарчĕ çемьери ĕç-хĕлпе кил хуçи хĕрарăмĕ.

Çĕрулми йăранĕсем çинче пĕр çум курăнмасть, тип-тикĕс шăтса çитĕннĕ калчасем çеçкене ларнă. Чылай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăртан вĕренмелли татах та пулчĕ.

- Кишĕрпе сухана черетлесе пĕр йăранта е юнашар лартсан вĕсем аван çитĕнеççĕ, чирлемеççĕ те, - терĕ çемье пуçĕ Виталий Семенович.Валентина Николаевнăпа Виталий Семенович иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Хресчен йăхĕнчен тухнăскерсем мĕн ачаран ĕçе кỹлĕнсе, ăна хăнăхса çитĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах, çав çулсенче кун çути курнă ытти çынсем пекех, Валя Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнчи колхоз уй-хирĕнче тăрăшать. Аслисемпе пĕр танах вăл çум çумланă, йĕтем çине çỹренĕ, севок алланă.

- Эпир алласа тасатнă, сортпа уйăрса михĕсене тултарнă севока Канаш хулинчи пахча-çимĕç базине ăсататчĕç. Кунтан вĕсене, паллах, çĕршывăн ытти кĕтесĕсене çитернĕ, - сỹтĕлчĕ Валентина Хораськинан аса илỹ çăмхийĕ. - Пире, ачисене, аттепе-анне мĕн пĕ-чĕкрен ĕçе хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ, ĕç пурнăç тыткăчи иккенне нихăçан та манма хушман.

Комсомольскинче ỹссе çитĕннĕ Виталий Вальăпа Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче паллашать. "Ку чиперккене çухатма юрамасть, сăнĕ-пичĕ - çырла пек, кăмăлĕ те ылтăн", - çапларах пĕтĕмлетỹ тăвать йĕкĕт хĕрпе калаçнă хыççăн. Çамрăксем пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштереççĕ, часах вĕсен хушшинче туслăх хуçаланма пуçлать. Туслăх юратăва куçать. Çапла вара районта çĕнĕ çемье чăмăртанать. Пĕр-пĕрне чунтан савакан мăшăр икĕ хĕр пĕрчине - Наталияпа Алинăна - кун çути парнелет. Сăмах май, вĕсем халĕ иккĕшĕ те çемьеллĕ, хăйсем ача-пăча çитĕнтереççĕ.

Валентина Николаевнăн ĕç стажĕ хĕрĕх çул. Вăл - ĕç ветеранĕ. Ĕçчен çемьере çитĕннĕ май Валя та алла професси илес тесе шутлать. Мал ĕмĕтлĕ хĕр хулана çул тытать. Аслă шкулта пĕлỹ илнĕ хыççăн Валя дипломлă специалист пулать. Ун хыççăн хĕр тăван енех туртăнать. Комсомольскинчи строительство организацине ĕçе вырнаçать. Кунта Валентина Николаевна сакăр çул тăрăшать. Ĕçри тăрăшулăхшăн вăл пĕрре мар Тав хучĕсене тивĕçет. Пултаруллăскере часах район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕнче специалистра ĕçлеме шанаççĕ. Юратнă ĕçре маттур хĕрарăм вăтăр икĕ çул тăрăшнă. Ĕçри пултарулăхшăн, унти çитĕнỹсемшĕн Валентина Николаевнăна Хисеп грамотисемпе пĕрре мар наградăланă, Тав хучĕсем парса чысланă.

- Юрра-ташша чунтанах юрататăп, çавна май "Каçал" халăх фольклор ансамбльне чылай çул çỹретĕп, - терĕ Валентина Николаевна йăл кулса. - Мăшăрăм, Виталий, районти культура çуртĕнчи халăх театрĕн хастар артисчĕ, халăх фольклор ансамблĕн участникĕ.

Валентина Хораськинан пултарулăхĕ пирки сăмах пуçланă май, çакна та каласа хă-варам. Вăл кăçал республикăри "Ахах-мерчен аваллăхĕ" фестивалĕн районти тапхăрне хутшăнса ĕлĕкхи хĕрарăм тумĕпе паллаштарнă. Ĕлĕкхи чăваш кĕпи, тĕрĕллĕ саппунпа тутăр, ал тутри, сурпан, пиçиххи, хушпу, тухъясем... Çаксене пурне те Валентина Николаевна хăй аллипе ăсталанă. Районта мала тухнăскерĕн ĕçĕсене Шупашкарти фестивальте те курма май пулнă... Кунта унăн ĕçĕсене жюри членĕсем чи пахисем тесе пĕр саслăн йышăннă. Регионсем хушшинче иртекен конкурсăн юлашки тапхăрĕнче вара "Чăваш тĕрри" тата "Чăваш халăх тумĕн элеменчĕсем" номинацисенче çĕнтерсе мала тухса вăл Дипломсене тивĕçет.

- Пирĕншĕн çемье яланах пĕрремĕш вырăнта пулнă. Пурнăç пирки калас пулсан, вăл паха япала, анчах та пурнăç еплерех пуласси хамăртан та нумай килет. Унăн сукмакне чĕрĕк ĕмĕр пĕрле такăрлатнă май çамрăк мăшăрсене пĕр-пĕрне каçармалла, ăнланмалла тесе калассăм килет. Телей кайăкне упрама пĕлмелле, - терĕç вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика