07 июля 2017 г.
Йăлмахва ялĕнчи Вера Павловнăпа Василий Николаевич Чаржовсем çемье çавăрнăранпа 70 çул çитрĕ. Вĕсем пурнăçра мĕнпур йывăрлăха, хуйха пĕрле парăнтарса çемьене упраса хăварма, ачисене ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларма пултарнă.
Туслă мăшăр мана ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Эпĕ пырса кĕнĕ вăхăтра вĕсем иккĕшĕ те садра хурт-хăмăр вĕллисем патĕнче кăштăртататчĕç.
Сăмах çумне сăмах хушса вĕсем хăйсен ачалăхне аса илчĕç. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ура çине тăма çăмăл пулман çамрăксене.
Вера Павловна 1927 çулта Йăлмахва ялĕнче Евдокийăпа Павел Антоновсен çемйинче çуралнă. Туслă çемьере 10 ача: 5 хĕрпе 5 ывăл çитĕннĕ. Шкул пĕтерсенех çамрăк хĕр Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕрет. Икĕ пиччĕшĕ вăрçăра пуçне хунă, йăмăкĕ вилет. Çак йывăр хуйха чăтайманнипе амăшĕ чире каять. Çамрăк хĕр вĕренсе пĕтереймесĕрех яла таврăнать. Ял Советĕнче секретарь ĕçне кỹлĕнет. Вера Павловнăна икĕ хутчен ял Совечĕн депутатне суйлаççĕ. Тăван колхозра, фермăра та вăй хурать. Ĕç стажĕ унăн - 52 çул.
Хăйĕн юратнă мăшăрне те хĕр çак ялтах тĕл пулать. 1947 çулта çемье çавăрнă çамрăксем. Тĕп килтен уйрăлса тухса пỹрт хăпартнă. Чаржовсем 5 ачана кун çути парнеленĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Вĕсем пурте тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ. Аслă хĕрĕ Светлана, вăтам ывăлĕ Юрий тăван ялта тĕпленнĕ. Ашшĕпе амăшне пулăшсах тăраççĕ вĕсем. паянхи кун 10 мăнукĕпе тата 11 мăн мăнукĕпе чунтан савăнаççĕ Чаржовсем. Ĕмĕрĕпех вĕлле хурчĕсем тытаççĕ вĕсем.
30 çул каялла "Пчеловодство" журналпа çыхăнса "Кавказский" ăратлă хуртсене туяннă та, унтанпах мăшăр çак ĕçе пăрахман.
- 2014 çулта çунса кайрăмăр, 67 çул пуçтарнă пурлăх 2 сехетре кĕл пулса тăчĕ, 18 хурт вĕлли çунса кайрĕ, - аса илчĕ хурлăхлăн хĕрарăм.
Пуçне усмаççĕ ватăсем. Çĕнĕрен хуралтă çĕкленĕ, вĕлле хурчĕсем ĕрчетеççĕ, картиш тулли чăх-чĕп усраççĕ. Вĕсемпе ĕçленĕ май вăхăт иртни сисĕнменнине палăртаççĕ Чаржовсем.
- Ватăлтăмăр ĕнтĕ, мăшăр 95 çул тултарчĕ, хам 91 çула кайрăм. Çак çула çити пурăннине телей темелле, - сăмахлать кинемей.
Мĕнле çав тери лайăх, ăс-тăнла упранса юлма пултарни çинчен ыйтрăм вĕсенчен.
"Ĕмĕрĕпех пыл çинĕрен пулĕ", - терĕç вĕсем. Чаржовсен çемйи ачисемпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе пуян пулнăран çирĕп.
А.ЕФРЕМОВА,
библиотекарь.
Источник: "Каçал Ен"