АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăрлă çанталăка пула

07 июля 2017 г.

Утă уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче çумăр вăйлă çурĕ, кассăн-кассăн çил вăйланчĕ. Çакăн пек çанталăк утă уйăхĕн 8-мĕшĕчченех пулма пултарать. Районсемпе хуласенче мĕнпур тавралăхра инкек сиксе тухас хăрушлăх та пур. Çуртсен тăррисене çил-тăвăл илсе пăрахма пултарать, электричествăпа, газпа асăрхануллă пулмалла. Хуçалăхсене сиен кỹрес хăрушлăх пысăк.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăйлă çил-тăвăла пула Канаш районĕнче 11 ял тăрăхĕнче электричество пĕтсе ларнă, Сĕнтĕрвăрринче 97 çурт, Вăрмар районĕнче те çынсем "çутăсăр" юлнă.

Телее, район территорийĕнче çумăра пула шар курнă тĕслĕхсене шута илмен.

Çутçанталăк алхаснине кура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти мĕнпур службăсене кирек епле кăлтăка та вăхăтра сирсе яма яланах хатĕр пулма хушнă. Çынсен те тимлĕ пулмалла. Инкеке лексессĕн тỹрех "01" номерпе шăнкăравламалла. Специалистсем кунĕн-çĕрĕн дежурство тăраççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика