04 июля 2017 г.
Нумаях пулмасть шкул ачисем хушшинче иртнĕ республикăри 13-мĕш спартакиадăна пĕтĕмлетрĕç. Унта палăрнă харсăрсем Совет Союзĕн Геройĕн космонавт-летчикĕн А.Г.Николаевăн кубокне тивĕçрĕç. Çулсерен йĕркеленекен мероприятирен районти хушма пĕлỹ паракан вĕренỹ центрĕнче ăс пухакан çамрăксем те юлмаççĕ, вĕсем унта кашни çул хутшăнса малти вырăнсенче палăраççĕ. Сăмах май, спартакиада спортăн 10 тĕсĕпе иртет. 2016-2017 çулхи вĕренỹ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх кăçал Комсомольски районĕ республикăра - 4-мĕш, яллă районсем хушшинче вара 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Пĕлтĕр Каçалсем 5-мĕш вырăнта пулнă.
Çак çĕнтерỹре, паллах, кружок ертỹ-çисен тỹпи пит пысăк. Вĕсем - В.Салаев (Асанкасси вăтам шкулĕ çумĕнчи "Начально-техническое моделирование"), В.Автономов (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнчи "Юный пожарник"), Е.Квасова (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ çумĕнчи "Юный инспектор движения") тата ыттисем те. Г.Мироновпа В.Волков ертсе пыракан "Меткий стрелок" тата "Юный стрелок", Ф.Гаврилов, Т.Волкова ертсе пыракан "Настольный теннис" кружока çỹрекен яшсемпе хĕрсем районта, унсăр пуçне республика шайĕнче иртекен ăмăртусене яланах хутшăнаççĕ, унта вĕсем район чысне хỹтĕлеççĕ. Тăван енпе турист, экологи-биологи енĕпе ĕçлекен кружоксен кăтартăвĕсем те япăх мар. Вĕсене Е.Басниковпа Т.Тихонова, П.Родионов ертсе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн район турисчĕсемпе экологĕсем - республикăра чи лайăххисенчен пĕрисем. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ çумĕнчи "Юный краевед" кружок членĕсем вара республикăри çамрăк таврапĕлỹçĕсен слетĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç.
Унсăр пуçне центра çỹрекен çамрăксем ỹнерпе илемлĕх енĕпе те тĕрлĕрен вуншар конкурссене хутшăнаççĕ. Тăрăшса ĕçленин усси пуррине те палăртмалла. Çак енĕпе уйрăмах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи Н.Игнатьева, Анат Тимĕрчкасси пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулĕнчи В.Алексеевăпа Л.Шорникова, Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулĕнче тăрăшакан С.Просвирнова, Хирти Явăш тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ В.Павлова тата Урмаел вăтам шкулĕнчи Н.Тукаева ертỹçĕсем аван ĕлкĕрсе пыраççĕ.
Районти центрта тинрех çеç йĕркеленĕ çĕнĕ кружоксем те пур - "Робототехника" тата "Юный космонавт". Нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă кружоксем Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнче йĕркеленнĕ. Ертсе пыраканĕсем - В.Петров тата В.Гордеев.
Кирек епле ĕç те хăйне юратнине килĕштерет. Центр ĕçченĕсем район администрацийĕн тата район пуçлăхĕсене Алексей Самаркинпа Хасиятулла Идиатуллина кирлĕ вăхăтра пулăшнишĕн чĕререн тав тăваççĕ.
Н.МАКСИМОВ,
центр директорĕ.
Источник: "Каçал Ен"