04 июля 2017 г.
Хăнасемпе ял-йышшăн Комсомольскинчи культура çурчĕн алăкĕсем яланах уçă. Акă, тĕслĕхрен, июнĕн 29-мĕшĕнче кунти тарават ĕçченсем Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн членĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Сăмах май каласан, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ 1-мĕш съезд ирттернĕренпе кăçал 90 çул çитрĕ.
Малтанах районти тĕп культура çурчĕн фойинче Республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн кунне халалланă "Наципе культура йăли-йĕркисене упраса несĕлсене парса хăварас: амăшĕнчен - хĕрне, ашшĕнчен - ывăлне" куçса çỹрекен республика выставкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чăннипех те маттур çав чăваш енĕн пикисем. Вăхăтра савăнма, вăхăтра ĕçлеме те пĕлеççĕ. Мĕн кăна ăсталаман-ши вĕсем?! Бисерпа тĕрленĕ япаласем çумĕнче алмаз тĕррисем вырнаçнă. Хĕрлĕ, сарă, кăвак чечексем, чĕрчунсен кĕлеткисемпе композицисем. Юнашарах тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен çыхнă çеçкесем, пуканесем...
Пухăннисем часах тĕп сцена умне вырнаçрĕç. Чăн малтанах район администрацийĕн информаци, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Долгова сăмах илчĕ. Вăл хăнасене Каçал тăрăхне килсе курма хапăл тунишĕн ăшшăн тав турĕ. Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен совечĕн представителĕ Марина Подъячева вара хĕрарăмсен юхăмĕн активисчĕсене наградăларĕ. Тĕслĕхрен, çак кун районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына, председателĕн çумĕ - социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, канашăн координаци членĕ, регионти Социаллă страховани фончĕн районти уйрăмĕнчи тĕп специалисчĕ Валентина Тихонова Раççейри хĕрарăмсен союзĕн, Вера Семенова (Шурут ялĕн депутачĕ), Галина Белкова (Хырхĕрри ялĕ) тата Светлана Портнова (Комсомольски ялĕ) Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Мероприятие пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан - Комсомольски ялĕнчи Сумзинсен тата Çĕнĕ Каçал ялĕнчи Лаврушкинсен - çемьесене те чĕнчĕç. Вĕсене вара Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕç.
Чăваш Патшалăх академи симфони капелли шăрантарнă юрăсем вара кашнин чĕрине шăранса кĕчĕç, вăл сăн-питсене çутатрĕ, чĕресене хумхантарчĕ.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"