30 июня 2017 г.
Июнь - паллă кунсемпе пуян. Пĕрремĕш кунĕнчех Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă турăмăр, каярах, Раççей кунне, Чăваш Республикин, çамрăксен кунĕсене...
Асăннă уявсене тата Раççейри Экологи, Республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа Чăваш Республикинчи Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерстви Канаш хулинче вырнаçнă "Вĕренỹ тата ача илнĕ çемьесене пулăшакан центр" иртнĕ эрнере усрава илнĕ çемьесемпе "Ырăлăх тĕнчи" мероприяти-экскурси ирттернĕ. Ăна çемье пахалăхне тата кĕçĕн ăрăва воспитани парас ĕçре вăл тĕп вырăн йышăннине кăтартас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Канаш хулинче, Канаш, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче ачасене усрава илнĕ çемьесем, пурĕ çитмĕле яхăн çын, хутшăннă. Вĕсен йышĕнче - Комсомольски тăрăхĕнчи виçĕ çемье.
Григорьевсен, Шленкинсен тата Евграфовсен çемйисем хăнасемпе пĕрле экскурсие тухрĕç. Часах автобус хускалчĕ, вăл Елчĕк районне кĕрекен Лаш Таяпа ялĕ енне çул тытрĕ. Хаваслă, çав вăхăтрах ĕçлĕ калаçусем...
Çĕлен евĕр авкаланчăк та вăрăм асфальт çул çийĕн чупакан транспорт чỹречин леш енчи ỹкерчĕкĕсем кăмăлсене уçаççĕ. Пĕр-пĕринпе сăмах-юмах вакласа пынăçем вăхăт иртни сисĕнмест те. Акă часах вĕсем палăртнă вырăна - чиркỹ умне - çитсе чарăнчĕç. Унта хăнасене ырă сунса кĕтсе илчĕç. Вĕсен ячĕпе вырсарни шкулĕнчи "Покров" хор юрă шăрантарчĕ. Çепĕç кĕвĕ-çемĕ ахаль те савăк кăмăла татах та уçрĕ. Малтанах пухăннисен умĕнче Таса Турă Амăшĕ çуралнă ятпа лартнă чиркĕвĕн настоятелĕ Силуан иеромонах сăмах илчĕ. Вăл хăнасене - çăмăлах мар шăпаллă ача-пăчасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне - чиркỹ тата унăн йăли-йĕрки, православи тĕнĕн праçникĕсем çинчен каласа пачĕ, иконсем тата Чăн тĕн пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Чиркỹпе паллашнă май пухăннисем кунти чи çỹллĕ вырăна, чан патне те, хăпарчĕç. Ачасене Турă çуртĕнче питĕ килĕшрĕ. Экскурсин малалли планĕпе килĕшỹллĕн çемьесем Чăн тĕн тата "Тăван ен" музейĕсене çитсе курчĕç. Мĕн кăна çук-ши кунта!? Хресчен хуçалăхĕнчи хатĕрсенчен пуçласа православи япалисем таранах. Тăван тăрăхри паллă ентешĕсене те манман Лаш Таяпасем. Вĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă стендпа паллашма та кăмăллă пулчĕ.
Ăратлă йытăсен "Акар" питомникĕпе вара Леонид Князев биолог-охотовед паллаштарчĕ. Вĕшле йытăсем, кашкăрсем, юнашарах хур-кăвакалсем, ăратлă юртă лашасем валли уйăрнă лапамра ỹсекен сип-симĕс йывăçсем çинчи кайăксен сасси курма килнĕ хăнасен асĕнче, чăн та, чылайлăха юлĕ. Çул çинче ывăннă тата кăсăк вырăнсемпе паллашнă хыççăн хăнасене уçă сывлăшра тутлă апатпа, сĕтеклĕ улма-çырлапа сăйларĕç. Мероприяти вĕçĕнче кашнинех асăнмалăх пĕчĕк парнепе Тав хучĕ парса чысларĕç. Экскурси пуриншĕн те питĕ усăллă пулчĕ. Хăнасене тарават Елчĕк ен кашнин чĕринчех тарăн йĕр хăварчĕ.
Т.ГАЛЗАНОВА.
Источник: "Каçал Ен"