30 июня 2017 г.
Информаци технологийĕсемпе анлă усă курнине кура 2016 çулхипе танлаштарсан кăçал экзаменсем вăхăтĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ 4 хут чакнă.
Кăçал 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансем экзамен вăхăтĕнче йĕрке пăснă 18 тĕслĕхе шута илнĕ. Шкул ачисем телефонпа, шпаргалкăпа усă курнине тупса палăртнă.
Кăçалхи çул математикăпа база пайĕпе 11 класра вĕренекен 4505 ача экзамен тытнă. Вĕсенчен 97,84 проценчĕ ĕçе ăнăçлă пурнăçланă. Математикăпа профиль шайĕпе 3709 ача экзамен панă, вĕсенчен 93,58 проценчĕ экзамена лайăх тытнă.
Ачасем ытларах обществознани, физика, истори, биологи, хими предмечĕсене суйласа экзаменсем тытнă.
Кăçал 9-мĕш классенче вĕренекенсем математикăпа ППЭ 11180 ача, вырăс чĕлхипе 11163 ача экзамен панă. Вырăс чĕлхипе мĕнпур экзамен тытнă ачасенчен 2,45 проценчĕ ĕçе пурнăçлайман.
Источник: "Каçал Ен"