30 июня 2017 г.
Чăвашстат çак кунсенче çамрăксем пирки кĕске информаци хатĕрленĕ.
Шăпах çамрăк вăхăтра пурнăçăн тĕп пулăмĕсем пулса иртеççĕ: аслă е вăтам пĕлỹ илеççĕ, професси суйлаççĕ, çемье çавăраççĕ, ача çуратаççĕ.... Чăваш Енре пурăнакан çамрăксем мĕнлерех вĕсем?
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 236 пин çамрăк пурăнать (14-30 çулхисем). Çакă пурăнакан халăх йышĕн 20 проценчĕпе танлашать. Çамрăксенчен 68 проценчĕ (161 пин çын) хулара пурăнать, 32 проценчĕ ( 75 пин çын) - яллă вырăнта. 14-29 çулхи 1000 каччă пуçне 980 хĕр лекет. Çамрăксем пĕлỹ илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, 2016-2017 çулхи вĕренỹ çулĕнче аслă пĕлỹ паракан 17 вĕренỹ учрежденийĕнче 36 пин çамрăк вĕреннĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан 37 организацире 27 пин çамрăк пĕлỹ илнĕ. Пĕлтĕр 7 пин çамрăк ялтан хулана пурăнма куçнă.
Çемье çавăракансене илес пулсассăн 30 çул тултариччен 4067 каччă, 4640 хĕр çемье çавăрнă. Качча кайнисем 10 пин ача çуратнă.
Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине те çирĕп пăхăнаççĕ. Сăмахран, 2014 çулта ирттернĕ тĕпчевпе килĕшỹллĕн 15-19 çулсенчи çамрăксенчен 8 проценчĕ пирус туртать, 20-24 çулхисенчен 21 проценчĕ усал йăлапа туслă, 25-29 çулхисенчен 40 проценчĕ чĕлĕм мăкăрлантарать.
Çамрăксем мĕнле ĕçленине те тишкернĕ. Пĕлтĕр çамрăксен 90 проценчĕ экономикăра тăрăшни паллă.
Источник: "Каçал Ен"