30 июня 2017 г.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче регионта нумай çул пурăнакансен йышĕ çулран-çул ỹссе пынине палăртнă. Тĕслĕхрен, 2016 çулта вăтам кăтарту 71 çулпа танлашнă.
- Палăртма кăмăллă, Чăваш Енре пурăнакансенчен 85 çула çитнисен шучĕ 17 пине çитнĕ, 100 çула çитнисен шучĕ вара 98 çын, - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара министр. Паллах, çак пулăм халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтермелли мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăçланипе çыхăннă. РФ Президенчĕн çу уйăхĕнче йышăннă ука-зĕпе килĕшỹллĕн 2013-2016 çулсенче республикăра пĕтĕмпе 125 ФАП хута янă, вĕсенчен 2016 çулта - 25 ФАП. Сăмах май, çитес виçĕ çулта пурĕ 75 ФАП çĕклеме палăртнă. Кăçал иккĕшĕ - пирĕн районта хута каймалла.
2016 çулта вăраха кайса чирлекен 2158,7 пин çынна шута илнĕ. Кăтарту 2015 çулпа танлаштарсан 23 процент таран сахалланнă. Вилекенсем пирки калас пулсан, юлашки икĕ çул хушшинче регионта пепкесем вилнĕ тĕслĕхсем пачах пулман тесен те йăнăш пулмĕ. Унсăр пуçне демографие аталантарма республикăра ЭКО вăй илсе пыни пулăшать. Çак мел пулăшăвĕпе кăçалхи кăтарту 1,5 хут ỹснĕ.
Чи пахи - кăçал РФ 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи ĕç кăтартăвĕпе хисеплĕ 5-мĕш вырăна тухни.
Источник: "Каçал Ен"