28 июня 2017 г.
Пĕтĕм тĕнчери наркоманипе кĕрешмелли кун умĕн Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнчи "Идущие вперед!" волонтер ушкăнĕпе "Чувашия" фонд асăннă шкул çумĕнчи "Солнышко" кану лагерьне çỹрекен ача-пăчасемпе наркотиксене хирĕçле профилактика урокĕ ирттерчĕç. Волонтерсем кĕçĕн çулхисене наркотиксен сиенĕ çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.
- Çак наркăмăша çитĕнсе çитейменнисем пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерейменнипе тата йывăр шухăшсене манас тĕллевпе тутанаççĕ. Ытларах чухне ăна сĕнекенсем - çĕнĕ "юлташ" текеннисем. Паллах, чăн юлташ капла нихăçан та хăтланмасть, вăл йывăр тапхăрта çăлăнăç çулне кăтартса, пулăшса пырать, шăтăка тĕртмест, ура хумасть, - терĕç волонтерсем ачасене.
Наркоманипе туслашни вилĕм патне илсе çитерме пултарать, унсăр пуçне çак наркăмăша пула чылай çамрăк тĕрмене лекет. СПИД, ВИЧ тата ытти чирсем те наркăмăша пулах вăй илеççĕ.
- Паянхи кун наркоманирен пĕтĕмпех сывалма çук пулин те ăна хирĕç кĕрешме майсем пур. Çак наркăмăшпа туслашманни хамăршăнах аван. Спортпа, юрă-кĕвĕпе туслашни тата ăслă кĕнекесем вуласа пĕлĕве ỹстерни, вăхăта усăллă ирттерни кашнийĕшĕн лайăх, - палăртрĕç вĕренекенсем.
Н.МЕЛЬНИКОВА,
психолог педагог.
Источник: "Каçал Ен"