28 июня 2017 г.
Кашни иккĕмĕш пĕчĕк ачанах вут-çулăм кăсăклантарать, анчах та вĕсем унăн хăрушлăхĕ пирки пачах чухламаççĕ. Виçĕ-пилĕк çулхисем хăйсем çеç килте юлсассăн аслисене, вĕсен ĕç-хĕлне калăплама пăхаççĕ, çавна май шăрпăк та тивертеççĕ.
Пĕрисем шăрпăк курупкисемпе пĕлменнипе çеç выляççĕ пулсан, теприсем, кăшт аслăраххисем, алхасма пăхаççĕ: çунакан "самолетсем" вĕçтереççĕ, почта ещĕкĕсене тивертеççĕ, тĕтĕм шашкисене подъездсене пăрахаççĕ. Анчах та çакăн евĕр пуçтахсем вĕсен алхасăвĕ инкек патне илсе çитерме пултарни пирки пачах та, темшĕн, аса илмеççĕ. Паллах, çакăншăн пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕ айăплă. Мĕншĕн? Хуравлам, вăхăтĕнче ачи-пăчисене тивĕçлĕ воспитани парайман, кирлĕ чухлĕ вăхăт уйăрман. Çавăнпа та, ашшĕ-амăшĕ, аслисем, шăпăрлансене вут-çулăм инкек, куççуль патне илсе çитерме пултарни çинчен час-часах каласа парăр.
Пушар ан тухтăр тесен:
- ачасемшĕн хăвăр тĕслĕх вырăнĕнче пулни - паха пулăм;
- шăрпăка ачасен алли çитекен вырăна ан хăварăр, тимсĕрлĕхе пула ăнсăртран инкек курса лармалла ан пултăр;
- шăпăрлансене газ плити е кăмака чĕртме, электроприборсене сỹнтерме ан шанăр;
- ачăрсем кăвайт чĕртсе ан выляччăр;
- тĕпренчĕкĕрсене килте хăйсене çеç ан хăварăр.
Астăвăр, вĕсемпе ытларах вăхăт ирттерни, канăва кăсăклă йĕркелеме пултарни пуриншĕн те усăллă пулĕ!
Пурнăçра тĕрлĕрен пăтăрмах сиксе тухма пултарать. Инкек пулассине нихăшĕ те пĕлмест, апла пулин те йывăр лару-тăрура çухалса каймалла мар.
Ачасен çакна пĕлмелле:
- тĕтĕм тухнине, çунăк шăршине сиссен пỹлĕмрен е çуртран тухмалла;
- çак самантра аслисене чĕнмелле;
- "01" е "112" номерпе шăнкăравламалла.
Асăннă асăрхаттарусемпе аслисем шăпăрлансене мĕн чухлĕ иртерех паллаштараççĕ, çавăн чухлĕ пуриншĕн те аванрах пулать - пурлăхăрпа çывăх çынсен пурнăçĕ шанчăклă алăра.
Д.КУЗЬМИН,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"