АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыва сыхласси - хисеплĕ тивĕç

28 июня 2017 г.

Пур çакăн евĕр професси - ку хисеплĕ, сумлă. Вăл - çĕршыв хỹтĕлевçи. Çар форми тăхăннă кĕрнеклĕ чипер каччă мĕнле хĕрупраç чĕрине хăвăрттăн таптармĕ-ши?! Хальхи вăхăтра ăна тăхăнас текенсен шучĕ сахалах мар. Ытларах та ытларах çамрăк контрактпа çара кайма тăрăшать. Контракт мелĕпе çар ретне камсене илеççĕ-ши? Унта мĕнле условисем? Асăннă ыйтусем çине хурав тупас тесе Чăваш Республикин Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи çар комиссарĕпе Сергей Даниловпа калаçрăмăр.

- Сергей Юрьевич, контракт мелĕпе çара кайма кашни яшах пултарать-и?

- Çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисен ретне 18-40 çулсенчи яшсемпе арçынсене йышăнаççĕ. Пĕлỹ тĕлĕшĕнчен пăхас пулсан, тăхăр класран кая пулмалла мар. 2017 çулхи çу уйă-хĕнче йышăннă саккунпа килĕшỹллĕн, халĕ алла професси илнĕ çамрăксем те çара контракт мелĕпе кайма пултараççĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă кандидатăн сывлăхĕ çирĕп, ỹт-пỹ енчен кĕрнеклĕ, вăйлă пулмалла. Йывăрлăх, хăрушлăх сиксе тухсан çухалса каякан çын аллине епле-ха хамăр пурнăçа шанăпăр?

- Апла пулсан, алла професси илнĕ аслă тата вăтам пĕлỹллĕ çамрăксем халĕ çара тỹрех контракт мелĕпе кайма пултараççĕ-и?

- Çапла.

- Контракт мелĕпе çара кайнă яшсемшĕн мĕнле çăмăллăхсем пур?

- Патшалăх патриот туйăмлă граждансене пур енлĕн пулăшма тăрăшать, уйăхсерен шалу тỹлеççĕ. Унăн виçи 21 пин тенкĕпе танлашать. Паллах, вăл епле пуласси хăш регионра çарта тăнинчен килет. Вĕреннишĕн, пурăннишĕн, апатланнишĕн яшсен тăкакланма тивмĕ. 5 çул иртсен, Оборона министерствин хушăвĕпе килĕ-шỹллĕн, ипотека кредичĕн счетне уçаççĕ. Аса илтерем, унпа вĕсем гражданкăра та усă курма пултараççĕ.

- Контракт мелĕпе çара каякансене хăш регионсене яраççĕ?

- Регионне вара кандидат хăй суйласа илет.

- Çара асăннă мелпе каяс кăмăллă гражданинăн малтанах ăçта çул тытмалла?

- Паллах, чи малтан вырăнти çар комиссариатне (Комсомольски ялĕ, Канаш урамĕ, 37 "а" çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон - 5-13-32) е тỹрех сбор пунктне (Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 10 "а" çурт. Телефон - 8(8352) 45-20-97) пымалла та заявлени çырмалла.

А.ДЕНИСОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика