АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр?

28 июня 2017 г.

 Кăçал республика кунне Шупашкарта тата Пăрачкав районĕнче паллă турĕç. Уяв тĕрлĕ мероприятисемпе, фестивальсемпе, конкурссемпе чăннипех пуян пулчĕ. Пăрачкавпа Шупашкарта çĕнĕ объектсем хута кайни те - Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк парне.

Пăрачкав районĕнчи Куславкка салинче çĕнĕ ФАП уçăлнишĕн ял çыннисем чунтан савăнчĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ объекта хута яма йышлăн пухăннă. Уяв ячĕпе саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата физкультурăпа спорт министрĕсем Владимир Викторовпа Сергей Шелтуков, район пуçлăхĕ Леонид Васильев, Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхĕ Евгений Лебедев тата ыттисем хутшăннă.

Пăрачкав районĕнче иртекен Республика кунне тĕп сцена çинче уçнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисемпе хăнасене саламланă май килĕшỹпе туслăх, малашлăхра ăнăçупа çитĕнỹсем суннă, Пăрачкав районĕ маттур та талантлă çынсемпе пуян пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă, чăн-чăн патриотсене çитĕнтерме пулăшакан ветерансене чĕререн тав тунă. Раççейри чи паллă карап ăсти Алексей Крылов кунта çуралса ỹснĕ. Пăрачкав тăрăхĕ паллă ентешĕсемпе чăннипех мухтанать.

- Чăваш Республикин тĕп уявне Пăрачкавра уявлани сире малалла аталанма вăй-хал кỹтĕр, инвестици илĕртỹлĕхне кунсерен ỹстерĕр, - тенĕ саламласа Михаил Васильевич.

Ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунисене Михаил Игнатьев патшалăх наградисемпе чысланă.

Уяв программине Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăлкуçĕсем" фестивале хутшăнакансем тăснă. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнисем, кỹршĕ районсемпе хуласенчи, вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем куракансемпе хăнасене савăк кăмăлпа, юрă-ташăпа савăнтарнă.

Çавăн пекех Тĕп лапамра Раççейри карап ăстине Алексей Крылов академика халалласа республикăри карап ăстисен пысăк фестивалĕ иртнĕ. Юрий Козлов купăсĕсен выставкипе те куракансем савăнсах паллашнă. Тĕп лапамра бензопăчкăпа йывăç касса илемлĕ япаласем тăвакансем тупăшнă. Çармăс халăх пултарулăхĕн "Арта" фестивалĕ те уява илем кỹнĕ.

Пăрачкав тăрăхĕн çыннисем чун-чĕререн кăмăллакан йăлана кĕнĕ ĕçпе юрă тата спорт уявне "Акатуя" кăçал Раççейри Экологи тата Чăваш Республикинчи Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă.

Спорт ăмăртăвĕсемсĕр нимĕнле уяв та иртмест. Пляж волейболне, футбола, çар искусствисен "Битва на Суре" фестивале хутшăнакансем те, куракансем те чылайăн пулнă.Шупашкар. Республика кунĕнче Чăваш Енре пурăнакансем, хăнасем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Акă, халăх пултарулăхĕн "Раççей çăлкуçĕсем" фестивальне кăçал çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенчен 26 пултарулăх коллективĕ килсе çитнĕ. Вĕсем - наци культурине, йăли-йĕркине саракансем, халăх историйĕпе паллаштаракансем. Уйрăмах Китай Халăх Республикинчен хăнасем йышлăн килнĕ. Унпа пĕрлех Чăваш Енре АПШ, Бельги, Итали, Венгри, Египет, Иран, Болгари, Чехи, Намиби, Германи, Белоруси, Эстони тата ытти çĕршыв артисчĕ- сем пулнă. Фестиваль республикăра пурăнакансемпе хăнасене наци культурисен илемĕпе пуянлăхне курма май парать.

- "Раççей çăлкуçĕсен" ырă йăли-йĕркине ăса хывса пĕр ăру кăна мар ỹссе çитĕннĕ. Эпир хамăрăн тĕлĕнмелле пуян культурăна упраса хăварма пултартăмăр. Пирĕн тĕллев - çак пуянлăха малашне те упрасси, унпа çитĕнекен ăрăва çывăхлатасси. Кунашкал фестиваль туслăха çирĕплетет, юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕ кăмăла çĕклет, - тенĕ Михаил Игнатьев фестивале уçнă май.

Дагестанри национальноçсен политикин министрĕн çумĕ Арсен Махмудов та сăмах илнĕ. - Çак мероприяти эпир туслă та пĕр пысăк çемье - Раççей - пулнине çирĕплетет, - тенĕ вăл.

"Руç ăстисем" конкурса та Шупашкарта кашни çулах йĕркелеççĕ. Владимир, Рязань, Воронеж, Пенза, Белгород, Липецк, Киров, Чулхула, Ульяновск облаçĕсем, Краснодар, Пермь крайĕсем, Мари, Удмурт, Тутарстан Республикисенчен килсе çитнĕ чи лайăх ăстасен ĕçĕсемпе хăнасем те, республикăра пурăнакансем те хаваспах паллашнă. Жюри членĕсем 59 маçтăрăн ĕçĕсене хакланă. Вĕсем вара чăннипех те тĕрлĕ енлĕ: тĕрленĕ, тĕртнĕ, çыхнă, йывăçран касса кăларнă, вĕтĕ шăрçапа илемлетнĕ, ỹкернĕ, тимĕртен, пир-авăртан, тăмран тĕрлĕ япала ăсталанă. Конкурса тăратнă ĕçсене 12 номинаципе хакланă. Кăçалхи Гран-прие Куславккари Любовь Скворцова тивĕçнĕ. Вăл Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тĕпе хурса, тăмран композици хатĕрленĕ. Çимĕç паракан йывăç айĕнче пилĕк ачаллă çемьене сăнланă.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти "Контур" суту-илỹпе курав комплексĕнче регионсем хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" XXIV курав уçăлнă. "Çак курав ĕçлĕ çыхăнусене сарма пулăшать. Пĕр-пĕринпе курса калаçма та меллĕ. Çĕнĕ производствăсем уçасси пирки калаçса килĕшме пулать тата ытти те. РФ субъекчĕсенчен килнĕ хăнасене регионăн çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартма паха", - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятие уçнă май.

Республика кунĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Мускавран, Чĕмпĕртен, Саратовран, Пермьрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран, Оренбургран, Пензăран, Самартан тата ытти тăрăхран та пуçтарăннă. Хĕрлĕ тỹремри тĕп сцена çинче - республикăри халăх пултарулăх коллективĕсем. Раççей регионĕсенчен, çавăн пекех республикăри районсенчен килнĕ коллективсем чăваш юрри-кĕввине чылайччен шăрантарнă.

Республика кунĕнче Чăваш Ен халăхне Раççей ачисен хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе пуçласа Анне палăкĕ умĕнче савăнтарни вара уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пин ачаран чăмăртаннă хор чăваш, вырăс юррисемпе савăнтарнă. Пĕрлештернĕ хора Раççейĕн 32 регионĕнчи çамрăк юрăç хутшăннă. Çак йышра пирĕн районти искусство шкулĕн 11 вĕренекенĕ (ертỹçисем Ираидăпа Ольга Спиридоновасем, Тамара Сапожникова) те пулнă.

Унсăр пуçне пирĕн районтан кайнă коллективсем те Шупашкар хăнисене пултарулăхĕпе савăнтарнă. "Каçал" халăх фольклор, "Кубняночка" эстрадăпа вокал ансамблĕсем Хĕрлĕ тỹремри тĕп сцена çине хăйсен юрри-ташшипе тухрĕç. Вăл çеç те мар, кăçал "Кубняночка" вокал ансамблĕ республикăри пĕрлештернĕ тĕп хора (300 ытла çын), унăн ертỹçи Альбина Кокшина хора дирижер пулса ертсе пынă. Вĕсем "Аки-сухи" юрра шăрантарнă. Чĕчкен, Комсомольски ял тăрăхĕсенчи пултаруллă артистсем пирĕн районăн хăна картишĕнче ытти регионсенчен килнисене кĕтсе илнĕ, вырăнти продукципе сăйланă, юрă-ташăран та пăрăнман.

Ираида СПИРИДОНОВА,

искусство шкулĕн преподавателĕ:

- Раççейри ача-пăча хорĕ куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе туллин савăнтарчĕ. Репертуар пуян пулнине те палăртса хăвармалла. Ачасен пысăк хорĕ 11 юрра мăнаçлăн, таврана саланмалла шăрантарчĕ. Чăваш Республикин Гимнне, "Тăри", "Пусть всегда будет солнце", "Вместе весело шагать" тата ытти юрăсене куракансем те ачасемпе пĕрле юрларĕç. Эпĕ вара çак йышра пирĕн çамрăк юрăçсем, Валя Козлова, Нарминпа Назрин Джаббаровасем, Аделина Николаева, Настя Афанасьева, Люба Юманова, Лилия Калакова, Ульяна Иванова, Таня Прокопьева, Даша Голыева, Никита Воронов пулнишĕн чăннипех савăнатăп. Вĕсем унта хавас кăмăлпа, пысăк хавхаланупа хутшăнчĕç.

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика