АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăрсем пулăшĕç

23 июня 2017 г.

 Мăшăрланнăранпа упăшкипе арăмĕ сыхланмасăр ар çыхăнăвĕнче пурăнсан та тепĕр чухне алла пепке тытайманни пулкалать. Çапах та хăраса ỹкме кирлĕ мар, мĕншĕн тесен чир халĕ ăнăçлă сипленет.

Статистика тăрăх, çие юлманнин сăлтавĕсенчен 40 проценчĕ арçын е хĕрарăм айăпĕсене пула, тепĕр 20 проценчĕ вара - хутăш пулăхсăрлăх. Арçын айăпĕн йышне организмри шыçă процесне тата инфекци чирĕсене кĕртеççĕ - простатит, уретрит, гормон шайĕ тата ыттисем. Хĕрарăмсем пирки калас пулсан, уншăн та маларах асăннă чирсем айăплă, унсăр пуçне кунта тата амалăх хутаçĕсем тĕрĕс ĕçлеменни, амалăх кирлĕ пек аталанса çитменни, эндометриоз тата ыттисем те чăрмав кỹреççĕ.

Астăвăр, халăх меслечĕсемпе хăвăр тĕллĕн сипленни организма тата та ытларах сиен кỹме пултарать, çавăнпа та сиплев ĕçĕсене специалист тухтăрсене - гинеколога, уролога - шанмалла. Паянхи кун республикăра ку енĕпе опытлă тухтăрсем тухăçлă ĕçлеççĕ: андролог, уролог, акушер-гинеколог, репродуктолог, генетик, эмбриолог. Палăртмалла, республикăри перинаталлă центрта тỹлевсĕр сипленме май пур. Патшалăх çак тĕлĕшпе пĕр çын пуçне 113 пин тенкĕ уйăрса парать.

Унсăр пуçне республикăри перинаталлă центрта ЭКО, ИКСИ мелĕпе те тивĕçтереççĕ. Клиника пирки калас пулсан, вăл юлашки диагностика тата сиплев хатĕрĕсемпе пуян. Асăннă клиникăри тухтăрсем патне консультацие лекме электронлă регистратурăра е çак номерсемпе шăнкăравласа çырăнмалла: ОВРТ №1 - 8 (8352) 62-02-84; ОВРТ №2 - 8(8352) 63-20-34. Районти хĕрарăмсен консультацийĕн телефон номерĕ - 8-937-373-47-97. Хăвăрпа пĕрле малтан тĕрĕсленнĕ хутсем пулсан аван.

А.КОЗЛОВА,

гинеколог акушер.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика