23 июня 2017 г.
Петр Георгиевич Матросов, педагогика наукисен кандидачĕ, Тукай ялĕнче 1935 çулта çуралнă. Аслă Чурачăкри вăтам шкулта пĕлỹ илнĕ хыççăн йĕкĕт Куйбышев хулинчи ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕреннĕ. Институтра Петя бокс секцине çỹренĕ, çавна май унăн тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнма тỹр килнĕ. Дипломлă специалист пулса тăнă хыççăн каччăна Калуга облаçĕнчи пĕр совхозра агроном ĕçне шанаççĕ.
Арçыннăн чунĕ пĕрех тăван енех туртать. 1959 çулта Петр Георгиевич хамăр районта агрономра ĕçлеме пуçлать. Анчах та спорта чĕререн парăннăскер, ытларах спорт еннех туртăнать. Вырăнти çамрăксен чĕрисенче те çак туйăмах вăратма тăрăшать. Часах Петр Георгиевича Комсомольскинчи вăтам шкулта физкультура вĕрентекенĕ пулма сĕнеççĕ. Сăмах май, унăн педагогикăри стажĕ 50 çула яхăн.
Ачасене вĕрентнĕ тапхăрта арçын хăйне те туптать. Тăрăшни сая каймасть - ăна Чăваш Республикинчи хутăш командăн членне йышăнаççĕ. Петр Матросов 1965 çултанпа - СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. Вăл зонăри тата республика шайĕнчи ăмăртусенче мала тухса 12 хутчен призер пулать. Çав вăхăтрах тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ яш педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. 1969 çулта Петр Георгиевич Мускава çул тытать, унта аслă инженерта тăрăшать. 1983 çулта ентеш "Вĕрентỹ методики" специальноçпа педагогика наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хỹтĕлет. Вăл чылай çул агропромышленноç комплексĕн вĕрентỹ пайĕн заведующийĕнче ĕçлет. 1988-1991 çулсенче Петр Георгиевича Мозамбик республикине индустриаллă-педагогика институтне ĕçлеме яраççĕ. Паянхи куна унăн 56 кĕнеки кун çути курнă. Хальхи вăхăтра ăсчах-ентешĕмĕр Мускав облаçĕнче пурăнать. Апла пулин те хăй çуралса ỹснĕ вырăнсене манмасть - çак кунсенче "Çĕр тата çынсем" музее килсе курчĕ. Вăл кунти ĕçченсене Тав хучĕпе хăйĕн автографлă икĕ кĕнекине парнелерĕ.
А.ПОЛЯКОВА.
Источник: "Каçал Ен"