АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп туни ветерана савăнтарчĕ

23 июня 2017 г.

Хисеп туни ветерана савăнтарчĕ

 Анатолий Ильич Самаркин Тăманлă Выçли ялĕнче пурăнать. Вăйпитти те патвар чухне вăл ĕçсĕр пĕр кун та ирттермен. "Заря" колхозра механизаторта, тимĕрçĕре ĕçлесе пурнăçне ирттернĕ, тăван хуçалăх аталанăвĕшĕн тата çемйин пуласлăхĕшĕн тăрăшнă.

Халĕ ĕнтĕ Анатолий Ильич чĕрĕк ĕмĕр ытла тивĕçлĕ канура. Çавна май унăн пушă вăхăт та ытларах. Таня хĕрĕпе пурăнаканскер, яшлăхне, çарта пулнине те час-часах аса илет, мăнукĕсене каласа парать. 1951-1954 çулсенче Анатолий пограничниксен çарĕнче службăра пулнă. Ăна Арменипе Турци чиккине сыхлама тỹр килнĕ. Вĕсен 2017 чаçĕ Арменири Ленинакан хулинче вырнаçнă. Тăманлă Выçли каччи 39-мĕш погранотрядăн 12-мĕш заставинче хĕсметре тăнă. Маттур чăваш ачи службăри çитĕнỹсемшĕн кăкăр çине çакмалли "Отличный пограничник" паллăна тивĕçнĕ.

Аслă юлташне "Пограничниксен тăванлăхĕ" обществăлла организаци пайташĕсем те манмаççĕ. Çак кунсенче республикăри организацин правленийĕн председателĕ Анатолий Шорников, Комсомольскинчи уйрăмĕн ертỹçи Геннадий Филиппов тата Вутланри Леонид Киргизов пограничниксем Анатолий Ильича çуралнă кунпа саламлама çитрĕç. Вĕсем ăна "Долг и честь" паллăпа, сумлă парнепе чысларĕç. Вăрăм кун-çул, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Техĕмлĕ чей ĕçнĕ май сĕтел хушшинче ăшă калаçу юхрĕ. Ветеран хăйне хисеп тунăшăн чунтан савăнчĕ, çамрăксене тав турĕ.

Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика