23 июня 2017 г.
Раççей историйĕнче 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ чи хурлăхлă кун пек çырăнса юлнă. Çак кун, ир-ирех, 1418 кунпа çĕре пынă, 27 миллион çын пурнăçне шелсĕр татнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Хальхи вăхăтра июнĕн 22-мĕшĕ - Асăнупа хурлану кунĕ.
Ĕнер район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç. Церемоние вăрçă ветеранĕ Ревокат Моисеев, район администрацийĕнче, тĕрлĕрен организацисенче ĕçлекенсем хутшăннă. Палăк умне пуçтарăннисем пурнăçне шеллемесĕр Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ паттăрсене пĕр минут шăп тăрса аса илнĕ.
Комсомольски районĕнчен фронта 7232 çын кайнă, 2162-шĕ каялла таврăнайман. Пиллĕкĕн Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех пирĕн ентешсен - Николай Будаковпа Николай Смирнов штурмовик-летчиксен, Иван Смирнов пулеметчикăн - паттăрлăхĕ çинчен пĕтĕм çĕршыв пĕлет.
Источник: "Каçал Ен"